19 ноября 2016 г.
Юнкун иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче районта пилĕк ушкăн ĕçленĕ. ,ç коллективĕсенчи, ялсенчи тĕлпулусенче кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемсĕр пуçне халăха хумхантаракан ыйтусене те çĕкленĕ.
Информаци ушкăнĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Сергей Павлов ертсе пынă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕпе Вячеслав Горбуновпа тата асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти пайĕн пуçлăхĕпе Александр Шурдеевпа вăл Кульцав тата Ершепуç тăрăхĕсенчи ял çыннисемпе тĕл пулнă.
Бюджет
Чăваш Республикин 2017 çула тата 2018–2019 çулсенчи планланă тапхăра валли йышăннă республика бюджечĕн проектне пăхас пулсан, вăл унчченхи çулсенчи пекех социаллă тĕллевсене сыхласа хăварни паллă. 2017 çулхи калăпăшĕ 35133,9 млн тенкĕпе, 2018 çулхи 35773 млн тенкĕпе, 2019 çулхи 36459,1 млн тенкĕпе танлашмалла. Тупăшсем кăçалхинчен сахалтарах пулни проектра федераллă бюджетран бюджетсем хушшинчи тĕллевлĕ трансфертсене шута илменнипе çыхăннă.
Республика бюджечĕн 29,4 процентне е 10295,3 млн тенке вĕрентÿ, 32,2 процентне е 11306,3 млн тенке социаллă политика çине яма йышăннă. Çитес çула çулсем çĕклеме, юсама тата тытса тăма 3141,6 млн тенкĕ тăкаклама пăхнă.
Вăрнар районĕпе илес пулсан 2017 çулта район бюджечĕн тупăш пайĕ 481132,2 пин тенкĕпе, 2018 çулта 459766,5 пин тенкĕпе, 2019 çулта 458870,5 пин тенкĕпе танлашмалла. Патшалăх тата муниципаллă пулăшăва сыхласа хăварнă. Социаллă инфраструктурăна аталантарасси малалла та пурнăçланĕ. Бюджетăн 63,2 проценчĕ е 304192,5 пин тенкине 2017 çулта вĕрентÿ çине ярĕç. Культурăна аталантарма – 31073,4 пин тенкĕ, социаллă политикăна – 20890,7 пин тенкĕ, физкультурăпа спорта аталантарма 480 пин тенкĕ пăхнă.
Çавăн пекех 2017 çулта нумай ачаллă çемьесем валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсем валли инженери инфраструктурине йĕркелеме 500 пин тенкĕ, модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсен инженери инфраструктурине йĕркелеме 650 пин тенкĕ, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме 1997,8 пин тенкĕ, çул-йĕр ĕçне пурнăçлама (строительствăсăр пуçне) 36231,4 пин тенкĕ палăртнă.
Уй-хир ĕçĕсем
Кăçалхи ял хуçалăх çулталăкĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе мухтанмалăх пур. Республика аграрийĕсем рекордла тухăç илнĕ – 656,4 пин тонна тырă пухса илнĕ. Вăтам тухăç 23,2 центнер.
Вăрнар районĕнче ку кăтарту пысăкрах 28,8 центнер. Уйрăм хуçалăхсенче тата чаплăрах: К.Маркс ячĕллĕ кооперативра – 36,7, «Санары» агрофирмăра – 36,2, аш-какай комбинатĕнче – 35,6. Сĕт тата аш-какай туса илессипе район темиçе çул виççĕмĕш вырăна çирĕп тытса пырать. Ял хуçалăхне аталантарас патшалăх программине пурнăçлассипе çиччĕмĕш çул республикăн тĕп зонинче пĕрремĕш вырăна алăран ямасть.
Пĕрлехи йышăну кунĕ
Раççей Президенчĕн хушăвĕпе 2013 çултанпа декабрĕн 12-мĕшĕнче çĕршывра Пĕтĕм Раççейри пĕрлехи йышăну кунне ирттереççĕ. Çак кун çынсем хăйсен ыйтăвĕсемпе кирек хăш патшалăх органне е вырăнти хăй тытăмлăх органне тухма пултараççĕ. Халăха Раççей Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕсенче те йышăнаççĕ. Влаç представителĕсем ыйтусене видеоçыхăну е аудиоçыхăну мелĕпе парассине те тивĕçтерме пултараççĕ.
Çынсене «чĕрĕ» черетпе йышăнаççĕ, çумра паспорт пулмалла.
Хăрушсăрлăх
Çулталăк пуçланнăранпа районта 41 пушар тухнă. Вĕсенче виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă, улттăн аманнă. Вут-кăвар тухнин сăлтавĕсем çавсемех – кăмакасемпе, электроприборсемпе усă курнă чухне асăрханусăр, электропроводкăсем кивĕ пулни.
Кĕçех Çĕнĕ çул уявĕсем çитеççĕ. Лавккасенче фейерверксем, петардăсем йышлă сутма пуçлаççĕ. Инкек сиксе ан тухтăр тесен ку чухне те асăрханулăх çинчен манмалла мар, сутуçăсенчен продукци сертификачĕсене ыйтмалла. Ачасене вĕсене хăйсем тĕллĕн çутма ирĕк памалла мар.
Светлана ЧИКМЯКОВА.