16 ноября 2016 г.
Хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» организаци ĕçченĕсен строительствăри хăвăртлăхне, пахалăхлă ĕçне поселокра çĕкленнĕ тата икĕ çурт тăрăх яр уççăн çирĕплететпĕр.
Вĕсен тăрăшулăхне пула акă çывăх вăхăтра Зеленăй тăкăрлăкри 1-мĕш çурта «чĕрĕлĕх» кĕрĕ – 39 çемье (пĕтĕмпе 108 çын) çĕнĕ хваттер уççисене илĕ. Ку çурта граждансене кивĕ, авариллĕ çурт-йĕртен куçарас патшалăх программипе çĕкленĕ. Программăн виççĕмĕш тапхăрне пурнăçлама 38,085 млн тенкĕ уйăрнă. «Вурнарская» МСО строителĕсем çурта кĕске вăхăтра, анчах çав тери пахалăхлă çĕклесе лартрĕç. Кунта пĕтĕм условипе тивĕçтернĕ – кĕр те пурăн кăна. Ку савăнăç çеç мар, граждансем çĕнĕ хваттершĕн хăйсем пĕр пус та тăккаламан.
Ку çуртран инçех те мар – Севернăй тăкăрлăкри 6-мĕш А çурта вара поселокри строительство организацийĕ октябрьтех хута ячĕ. Кунти 60 хваттер пĕтĕмпех пая кĕрсе туяннисем. Ăна 2017 çулта хута яма палăртнă пулсан, строительсем çурта пĕр çул маларах кĕрсе пурăнмалла çĕклерĕç. Çакă та вĕсен пысăк опытне палăртать.
Çавăн пекех «Вурнарская» МСО строителĕсем А.Иванов урамĕнче те хĕрÿ ĕçлеççĕ. Çу вĕçĕнче çĕклеме тытăннăскер, виççĕмĕш хут таран хăпарса та ларчĕ.
Кăçалхи тăхăр уйăхри даннăйсемпе, Вăрнар районĕнче харпăр хăй тата заем укçипе усă курса 6864 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.