10 ноября 2016 г.
Октябрьте республикăри вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене çĕр лаптăкĕсем илме ыйтса виçĕ тата ытларах ачаллă 126 çемье заявлени тăратнă. 137 çемьене сертификатсемпе тивĕçтернĕ.
Ку программа ĕçлеме пуçланăранпа республикăра 4733 çемье тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕллĕ пулнă. Вăл шутран 3090-шĕ ăна уйрăм çурт лартма, 1591-шĕ хуçалăх тытса пыма, 52-шĕ дача çĕклеме илнĕ.
Пирĕн районта тÿлевсĕр çĕр участокĕсемпе нумай ачаллă 203 çемьене тивĕçтернĕ: 38-не – уйрăм çурт çĕклеме, 161-не – хуçалăх тытса пыма, 4-не – дача валли.
Анчах та нумай чухне хула округĕсен территорийĕсенче ирĕклĕ çĕр участокĕсем çукки чăрмав кÿрет. Çавна май муниципаллă пĕрлĕхсенче нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕсем йĕркелеме ял посленийĕсен генеральнăй планĕсене улшăнусем кĕртеççĕ. Çавна май республика харпăрлăхĕнчен муниципалитетсене 346,6 га куçарнă. Вăл шутра Вăрнар хула поселенине – 1,1 га.
Светлана ЧИКМЯКОВА.