16 ноября 2016 г.
Сивĕ кунсем пуçланчĕç. Хĕле хатĕрленсе Шупашкарти газ валеçекен «Газпром» акционерлă обществăн Вăрнарти филиалĕ мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ? Кун пирки тĕплĕнрех филиал директорĕ В.Х.Дубинин каласа пама кăмăл турĕ.
– Хĕллехи тапхăра хатĕрленесси пирĕн коллектившăн яваплă ĕç пулчĕ. Каламасăрах паллă, коммуналлă хуçалăх объекчĕсене кăлтăксăр ĕçлеттернинчен район çыннисен пурнăçĕн хăтлăлăхĕ нумай килет-çке, – пуçларĕ калаçăва Владислав Харитонович. – Палăртма кăмăллă, хĕле хатĕрленсе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Пирĕн газ хуçалăхĕ кăна икĕ миллион тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçларĕ. Çакă вăл газ пăрăхĕсене лайăх тытассипе, газ пусăмне кирлĕ виçере тытмалли пунктсене юсассипе, вĕсене автоматлă режимра ĕçлеме хатĕрленипе тата ытти ĕçсемпе çыхăннă. Газ пăрăхĕсене 75 километра яхăн сăрларăмăр. 4 регулятор пунктне юсанă. Гараж тăррине, алăксене çĕнетнĕ, чÿречесене улăштарнă. Слесарьсемпе водительсен пÿлĕмĕсене хăтлăх кĕртнĕ. Вăрнарпа Элĕк тата Йĕпреç районĕсенчи мĕнпур газпа усă куракан объектсемпе уйрăм çынсен килĕсене çутçанталăк ырлăхне пĕр чарăнми тата çителĕклĕ таран çитерме çĕр проценчĕпех хатĕрлесе çитерме май килчĕ. Çакна та асăнса хăварасшăн, юлашки ултă çулта, тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухсан та, газ пырассине тăватă сехетрен ытла чарман. Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ, районти тĕп больница, «Теплокомфортпа» «Март» обществăсем тата хăшпĕр организацисем сахал мар ĕç туса ирттерчĕç. Вĕсем çĕнĕ те перекетлĕ газ кăмакисем вырнаçтарассипе, кадрсем хатĕрлессипе, газпа усă курма ирĕк паракан лицензи илессипе тимлерĕç. Район администрацийĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те яваплăха туйрĕç, палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçларĕç.
– Пурнăçа пĕлмелли çук, инкек-синкек кĕтмен-çĕртен тенĕ пек сиксе тухма пултарать. Сирĕн служба ĕçченĕсем кирек хăш вăхăтра та çула тухма пултараççĕ-и?
– Аварипе диспетчер служби кунĕн-çĕрĕн ĕçре. Вĕсемшĕн кану кунĕ те, уяв та çук. Мĕншĕн тесен ялан дежурствăра. Ку служба ĕçченĕсем ĕçе черетпе тухаççĕ. Пĕр-пĕр вырăнта инкек сиксе тухнă хыпара йышăнсан ятарлă бригада васкавлăн çула тухать. Уйрăм çынсем патне кайса килесси тĕрлĕ сăлтавпа та пулма пултарать. Хăшĕсен газ приборĕ чĕрĕлмест, теприсен çулăм сарă тĕслĕ тухать тата ытти те. Кун пек чухне те, диспетчер службине заявка çитнĕ пулсан, ятарлă бригада ĕç вырăнĕнче лармасть, чĕннĕ çĕре çитсе пăтăрмаха пĕтерет. Эпир газпа усă куракан кашни предприяти-организаципе тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсемпе ятарлă килĕшÿ тăватпăр. Çынсем газпа усă курнă чух правилăсемпе нормăсене пăхăнманни инкек патне илсе çитерме пултарать. Иваново тата Рязань облаçĕсенчи пăтăрмахсем шăпах тимсĕрлĕхпе çыхăннă та ĕнтĕ. Вăрнар районĕнче те хăй вăхăтĕнче вентиляци каналне ăпăр-тапăрпа хупласа хунăран инкек сиксе тухнăччĕ. Газ приборĕ ларнă вырăнта вентиляци пулмалла, сывлăш çÿремелле. Çавăн пекех тăрпасене чĕркемелле, унсăрăн сивĕре шăнма пултараççĕ.
– Уйрăм çынсен газ приборĕсене тĕрĕслесси те тĕп вырăнта пулĕ?
– Çапла, ку енĕпе те ятарлă служба пур. Специалистсем çутçанталăк газĕпе пÿрте ăшăтса тăракан уйрăм çын патĕнче çулталăкра пĕрре пулма тивĕç. Вĕсем газ приборĕсене тĕрĕсленипе пĕрлех хăрушсăрлăх правилисене те вĕрентсе хăвараççĕ. Шел пулин те, хăшпĕрисем хăйсен хваттерĕсене е килĕсене кĕртесшĕн мар. Ку питех те пысăк йăнăш. Специалист пулман вырăнта нумай чух инкек сиксе тухать. Чăн та, газ приборĕсене тĕрĕслесси укçа-тенкĕ тÿлевĕпе çыхăннă, анчах та çын пурнăçĕ хаклăрах. Газ плитисене вара виçĕ çулта пĕрре пăхатпăр.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, «Санары» тата «Мураты» хуçалăхсен газпа ĕçлекен типĕтмелли агрегатсем пур. Хăрушсăрлăха тытса тăрассипе ятарлă килĕшÿ тунă. Вĕсенче палăртнă ĕçсене тивĕçлипе туса пыраççĕ Эпир тĕрлĕ енлĕ ĕçлетпĕр. Çавăнпа пурнăçламалли те нумай.
Юрий КОРНИЛОВ калаçнă.