16 ноября 2016 г.
Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕ граждансен сывлăхне чĕлĕм сĕрĕмĕн тата чĕлĕм туртнин витĕмĕнчен хÿтĕлесси çинчен калакан федераллă саккуна пăхăннине тĕрĕслесех тăрать.
Кăçалхи тăхăр уйăхра административлă айăплав йышăнма 65 хушу кăларнă: 5 тĕслĕхĕнче асăрхаттарупа çырлахнă, 60 тĕслĕхĕ тĕлĕшпе штрафсем хунă. Административлă явапа 7 юрсăпата, должноçри 19 çынна, 16 уйрăм предпринимателе тата 18 уйрăм çынна тыттарнă.
Уйрăм территорисенче, çуртсемпе объектсенче, вăл шутра ача-пăча площадкисенче, туртма юраман чарусене пăснăшăн тăватă çынна айăпланă. Туртма юраманнин паллине пăхăнманшăн, саккун нормисене пăхăнманшăн административлă 18 штраф çырнă. Ку саккуна суту-илÿ тытăмĕнче пăснăшăн, вăл шутра 18 çула çитменнисене сигарет сутнăшăн 193 пин тенкĕлĕх 14 штраф хунă.
Табак продукцине ваккăн сутнă чухне хакĕсене ытлашши ÿстерсе янă пилĕк тĕслĕхе тупса палăртнă. Республикăра табак изделийĕсене вĕрентÿ учрежденийĕсем çывăхĕнче сутнине те шута илнĕ. Вăрнарти «ПодпискаЧувашпечать» ТМЯО киоскĕнче федераллă саккунпа юраман пулин те чĕлĕм сутнине палăртнă.
Табака хирĕçле саккуна пăхăнасси пирки асăрхав малалла пырать.