16 ноября 2016 г.
Пирĕн хушăра вăрçă паттăрĕсем çеç мар, ĕçре палăрнисем те пур. Манăн асанне те çав йышранах.
Елизавета Павловна Антонова 1939 çулта Кĕперлĕ Кÿлхĕрри ялĕнче çуралнă. Унăн çемйине питĕ йывăр килнĕ. Ашшĕ çамрăклах вилнĕ, пилĕк ачана тăлăха хăварнă. Çырла, кăмпа сутса пурăнкаланă. Хĕр çулне çитсен асанне фермăра, кайран чукун çул çинче ĕçленĕ. Упнере качча тухнă. Вăрнарта грузчикра тимленĕ. Каярахпа хăйминчен уйăрнă сĕт заводне ĕçе кĕрет. Унта 20 çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçлесе «,ç ветеранĕ» медальпе питĕ нумай грамотăсене тивĕçет.
Халĕ те ĕçсĕр лармасть вăл. Унăн кил карти тулли выльăх чĕрлĕх.
Кристина АНТОНОВА.
Упнер.