12 ноября 2016 г.

Ĕнер Чăваш ен территорийĕнче япăх метеорологи условийĕсем йĕркеленчĕç. Çĕрле çунă пăрлă çумăра пула çулсем те, йывăç-курăк та пăрпа витĕнчĕç.
Шел те, коммуналлă службăсем халăхран ир «вăранаймарĕç», тротуарсене пур çĕрте те ятарлă реагентсемпе сапман. Çавна май унччен те япăх тасатнă е вуçех те тасатман çулсемпе утма питех те йывăрланчĕ. Талккăшĕпе пăрлă кăна мар, унччен сĕлкĕшпе тумхахланнă вырăнсем хăрушлăх кăларса тăратрĕç. Нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнчи территорийĕсем каток пек яп-яка. Çавăнпах ĕнтĕ пăр çине тăсăлса ÿкекенсем те чылай пулчĕç.
Республикăра, Чăваш ен ГКЧСĕ пĕлтернĕ тăрăх, лару-тăру çирĕп асăрхавра. Çулсене тасатса-сапсах тăраççĕ. Электропередача линийĕсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Пурнăç тивĕçтерĕвĕн тата инфраструктура тытăмĕ йĕркеллех ĕçлет.
Маларах, ноябрĕн 8-мĕшĕнче, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсен тата ведомствăсен пуçлăхĕсемпе селекторлă канашлу ирттернĕччĕ, çанталăкăн япăх условийĕсенче инкексем пулассине асăрхаттарма пĕтĕм вăя хывма каланăччĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.