12 ноября 2016 г.
2017 çулта Республика кунне уявлассипе çыхăннă тĕп мероприятисене уявлассипе Шупашкар хулипе пĕрле хăйсен территорийĕнче ирттермелли правăна Пăрачкав районĕ çĕнсе илнĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне 2017 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе пурнăçламалли мероприятисен планне туса хатĕрлеме тата çирĕплетме сĕннĕ.
Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче 2017 çулта йăлана кĕнĕ «Акатуй» уявĕсем, Республика кунне халалланă ытти культмассăллă тата спорт мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерĕç.