12 ноября 2016 г.
Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕ кăçалхи 9 уйăхра халăх ыйтса çырнине тĕпченĕ.
Çак тапхăрта Управление тата унăн территорири органĕсене граждансенчен тата юрсăпатсенчен 3178 ыйту килнĕ. Мĕнпур ыйтăвăн 56 проценчĕ санитарипе эпидемиологи тивĕçтерĕвĕпе, 44 проценчĕ потребительсен прависене хÿтĕлеме ыйтнипе çыхăннă.
Уйрăмах Шупашкар хулинче пурăнакансен ыйту нумай – 77,2 проценчĕ вĕсенчен килнĕ.
Управлени ĕçченĕсем обществăлла апатлану предприятийĕсене ÿпкелесе, тĕрĕслеме ыйтса çырнă ыйтусем нумаййине пĕлтереççĕ. Анчах та анонимлă çырусем тăрăх тĕрĕслеве тухма май çук.
Çавăн пекех ОСАГО килĕшĕвне çырма килĕшмен, управляющи компанисен тивĕçсĕр ĕçĕсемпе, урамсенчи çÿп-çап куписемпе, пахалăхсăр тавар сутнипе тата ыттипе çыхăннă çăхавсем чылай.
Ыйтса çырнисене саккунпа килĕшÿллĕн 30 кунта пăхса тухаççĕ. Хуравсене çырупа е электронлă почтăпа ярса параççĕ.
С.СВЕТЛОВА.