09 ноября 2016 г.
Районта Халăх пĕрлĕхĕн кунне анлă паллă турĕç. Кашни шкулта, культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ.
Районти тĕп библиотека çамрăксем валли слайд-программа хатĕрленĕ, ку датăна халалланă видеоролик пăхнă. Хĕрсемпе каччăсем вĕсен шучĕпе пĕрлĕх мĕн иккенне ыйтăмра çырса ăнлантарнă. Пĕрлехи хуравсене Пĕрлĕх чечекĕ çине çыпăçтарнă. Кунта та, ача-пăча литературин уйрăмĕнче те кĕнекесен куравне йĕркеленĕ.
Районти культура çурчĕн, ача-пăча ÿнер шкулĕн коллективĕсем, уйрăм солистсем Татьяна Степановапа Марина Нягина вара «Юрататăп сана, ман Раççей!» уяв концертне йыхравланă. Пухăннисене Вăрнар хула поселенийĕн представителĕ Ольга Веденина саламланă, Вăрнарта тĕрлĕ халăх çынни пурăннине, вĕсене Тăван çĕршыва юратни пĕрлештернине палăртнă.
Ял поселенийĕсенче те кашнинчех Раççейĕн сумлă уявне чыслăн паллă тунă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.