09 ноября 2016 г.
Чăваш Республикин правительстви ĕçе пуçăнакан фермерсене ĕçе йĕркелеме тата аталантарма патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине, çавăн пекех фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене çемье фермине аталантарма субсиди парассине Раççей Федерацийĕн право акчĕсен нормативĕсемпе килĕшÿллĕн улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем çавнашкал:
– халĕ ĕçе пуçăнакан фермерăн тăкаксен планне улăштарассине конкурс комиссийĕпе тивĕçлипе килĕшсе татăлмалла;
– унччен ĕçе пуçăнакан фермерсем кашни кварталта отчет тăратнă пулсан, халĕ – çур çулта пĕрре кăна;
– ĕçе пуçăнакан фермерсем валли паракан гранта 1,1 миллион тенкĕрен 1,5 миллион тенкĕне, çемье фермисене 5 миллион тенкĕрен 10 миллион тенкĕне çитернĕ. Çапла вара малашлăхра проектсене пурнăçа кĕртме майсем татах та пысăкланĕç.
Йăлари ĕç-хĕле йĕркелеме паракан пĕр хутченхи пулăшу 250 пин тенкĕрен иртме пултараймасть.
2012 çултан пуçласа районта 19 фермер патшалăх пулăшăвĕпе 28 миллион та 638 пин тенкĕлĕх усă курчĕç.
В.ГОРБУНОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ.