09 ноября 2016 г.
Районти суд приставĕн ĕçченĕсем професси ăсталăхне кунсерен ÿстерсе пыраççĕ. Саккун умĕнче айăпа кĕнисемпе ĕçлесси вĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. Асăннă служба сотрудникĕсем яваплăха туйса тăрăшаççĕ. Коллективра çамрăкраххисем те, опытлисем те пур. Акă Алексей Варламова нумаях пулмасть Раççейри суд приставĕн медалĕпе наградăланă.
Районти суд приставĕн начальникĕ Сергей Егоров пĕлтернĕ тăрăх, професси уявне начар мар кăтартусемпе кĕтсе илнĕ. Вунă уйăхра 5411 производство ĕçне чарса лартнă тата вĕçленĕ.
Суд приставĕн ĕçĕ кăткăс та яваплă. Шел пулин те парăмçăсем пĕтмеççĕ, вĕсем тупăнсах тăраççĕ. Уйрăмах алимент тÿлеменнисемпе нумай ĕçлеме тивет. Теприсем тата пурлăхпа çĕр е ытти налука вăхăтра хыснана куçарман.
Юрий КОРНИЛОВ.