Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарти музейра – «Ĕмĕрсен илемĕ»

09 ноября 2016 г.

Вăрнарти музейра – «Ĕмĕрсен илемĕ»

Иртнĕ эрнере Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче тĕлĕнмелле курав уçăлчĕ. «,мĕрсен илемне» район çыннисене Чăваш наци музейĕ «парнеленĕ».

Тÿрех каламалла, çак курав ку таранччен районсене нихăçан та тухман. Вăрнарсем ун илемĕпе пуринчен малтан паллашма пултараççĕ.

Куравра бронза ĕмĕрĕнчен тытăнса паянхи кунчченхи илемлетÿ хатĕрĕсем вырăн тупнă. Пĕтĕмпе 300 ытла. Вĕсене тĕрлĕ мелпе ăсталанă: бронзăран, кĕмĕлтен, кантăкран.

Экспонатсем хушшинче чăвашсен авалхи капăрлăхĕ – хÿре – те пур. Çавăн пекех кунта унччен нихăçан та курман илемлетÿ хатĕрĕсемпе паллашма пулать.

Курава килнĕ экспонатсем пурте Чăваш наци музейĕн архивĕнче упранаççĕ. Вĕсенчен пĕр пайне археологи шыравĕсем вăхăтĕнче тупнă, пĕр пайне хальхи вăхăтри маçтăрсем хатĕрленĕ, тепĕр пайĕ 19 ĕмĕрти этнографи материалĕсемпе куçнă.

Чăваш наци музейĕн археологи пайĕн ертÿçи Александр Волков пĕлтернĕ тăрăх, археологи тĕпчевĕсене хăй те сахал мар хутшăннă. Ку ĕçпе ачаранах кăсăкланнă. Ун шучĕпе, кирек хăш саманара та хĕрарăмсем капăрлăхсăр пурăнаймаççĕ.

Хăшпĕр шкулсем куравра пулма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Елена Шарипова директор вĕсене интереслĕ самантсемпе тыткăнлать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика