03 ноября 2016 г.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе видеоконференци мелĕпе правительствăн Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ.
Пухăннисене Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова статистикăн анлă сăнавĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятин тĕп тапхăрĕ ăнăçлă иртнĕ, хутшăнма килĕшменнисен йышĕ питĕ сахал пулнă, респондентсем пурте тенĕ пекех переписчиксен ыйтăвĕсене хуравланă. Çырав ăнăçлăхĕ – Чăвашстат, влаçăн тĕрлĕ шайри ĕç тăвакан органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тата переписчиксем пĕрле килĕштерсе ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ.
Ял хуçалăх çыравне 260,2 пин объект лекнĕ. Унăн мĕнпур объекчĕ тăрăх тĕрлĕ категорие кĕрекен хуçалăхсенче 729,3 пин гектар çĕр лаптăкĕ пуррине палăртнă, çав шутра ял хуçалăхĕн тĕрлĕ организацийĕнче 419,9 пин гектара е çĕрĕн пĕтĕм лаптăкĕн 58 процентне шута илнĕ, фермерсенне – 20 % ытла, харпăр хăй хушма хуçалăх хуçисенне тата граждансен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕсенчи сад, пахча, дача хуçисенне – 22 % яхăн.
«Çыравăн тĕп тĕллевĕ – ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пуррине тата унăн лаптăкне палăртасси, вĕсемпе усă курнине тата юлашки 10 çулта пулса иртнĕ улшăнусене уçăмлатасси», – палăртнă Чăвашстат ертÿçи.
Светлана ЧИКМЯКОВА.