03 ноября 2016 г.
Çуралнă тăрăхран аякри хуласене тухса кайнă ентешсем чăвашлăха, наци культурине манманни савăнтарать.
Людмила Федоровна Иплаевана (Сотникована) та çакнашкаллисен йышне кĕртмелле. Шăпа ăна тăван Чăваш çĕршывĕнчен (Мăн Элменте çуралнă) Свердловск облаçĕнчи Талица хулине илсе çитернĕ. Ача чухне Омскра, Свердловск облаçĕнчи Яр ялĕнче пурăннă. 8 класс вĕренсе пĕтерсен çуралнă тăрăха таврăнса Вăрнарти СПТУра пахчаçă специальноçне алла илнĕ. Хыççăн 2 çул Тюменьре телефонисткăра ĕçленĕ. Çемье çавăрнă хыççăн Талицăна куçса кайнă.
Аякра нумай çул пурăнать пулин те чăваш чĕлхине манман Людмила Федоровна. Çакна вăл хăй халĕ пурăнакан хулара ирттернĕ Наци культурин кунĕнче тивĕçлипех çирĕплетнĕ. Пухăннисене чăваш халăхĕ, ун уявĕ, апат-çимĕçĕ, çи-пуçĕ çинчен каласа кăтартнă. Чăваш тĕрриллĕ алшăллисем, амăшĕнчен юлнă чăваш кĕпи, чăкăчĕ-кукăлĕ-уйранĕ жюрие питĕ килĕшнĕ. Унран та ытла – чăваш юррисемпе такмакĕсем. Конкурсра катари ентешĕмĕр икĕ диплома тата парнесене тивĕçнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.