03 ноября 2016 г.
Полицие 48-ти арçын евитленĕ: банк карттине тĕрĕсленĕ хыççăн счет çинче 22 пин тенкĕ çитменнине асăрханă имĕш.
Лару-тăрăва тĕпченĕ. Маларах арçын пĕлтерÿсен сайтĕнче автомобиль сутасси пирки информаци вырнаçтарнă иккен, хăйĕн номерне кăтартнă. Ун телефонĕ çине смс килнĕ: «Юрий, улăштарма пулать-и? Хушса тÿлетĕп rusdr5ru.ru.m фото çакăнта». Арçын ссылкăна уçса тÿрех хупнă пулин те мушенниксене укçа вăрламалăх çитнĕ.
Шалти ĕçсен органĕнче тимлекенсем смартфонсем çине вирус программи нумай чухне ссылкăсем урлă лекнине пĕлтереççĕ. Ăна уçсан сиен кÿрекен программа абонент хутшăнмасăрах ун банк карттипе хуçаланма пултарать. Шар куракан çак операцисем çинчен пĕлсе те юлаймасть, мĕншĕн тесен вирус программи банкран килекен пĕлтерÿсене хуратать. Полици ĕçченĕсем пĕлмен ссылкăсене уçма тата пĕлмен çăлкуçсенчен информацисене куçарма сĕнмеççĕ. Чи хÿтĕлевли – антивирус программипе усă курни.