29 октября 2016 г.
Терроризм – этемлĕхшĕн чи хăрушă пулăм. Юлашки вунпилĕк çулта Раççей территорийĕнче кăна 43 теракт çырăннă. Вĕсенче 1610 çын вилнĕ. Анчах ку пĕтĕмлетÿллĕ цифра мар
Чи пысăк инкексенчен пĕри – Бесланти террорла акт. Унта 331 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вăл шутран – 186 ачан. 700 ытла çын аманнă.
Волгоградри, Ессентукири, Владикавказри, Самарăри, Тулăпа Ростов облаçĕсенчи, Кабардино-Балкарири, Тверьпе Новгород облаçĕсен чиккисенчи, Ставропольти, Мускаври тата Грознăйĕнчи тĕрлĕ вырăнсенчи взрывсем асăмран тухмаççĕ. Пĕлтĕр террористсен чыссăрлăхĕпе, никама хĕрхенменлĕхĕпе Египетран Петербурга вĕçекен лайнерти 224 çын пурнăçĕ татăлчĕ.
Чăннипех хăрушă. Нумаях пулмасть акă йĕрке хуралçисем Чулхулара терактсем тăвассине путлантарма пултарнă. Террористсем, ахăртнех, хăйсен путсĕрле ĕçне Атăл тăрăхĕнчи хуласенче тума шутланă. Полицейскисем пĕр çурт умне пырса чарăннă иккĕленÿллĕ иномаркăна асăрхаман пулсан-и – шутлама та хăрушă.
Паян тĕнчере халăхсене тĕп тăвас, хирĕçтăрусем çуратас шухăшлă тĕрлĕ ушкăнсем чылай. Çавна май асăрханулăх пирки пĕр самант та манас марччĕ.
«Террор» сăмах хăранине, хăрушлăха пĕлтерет. Терроризм юхăмĕ цивилизаци шуçăмĕнчех, пĕр халăх теприне парăнтарас тенĕ вăхăтра йăл илнĕ. Çивĕчлĕх чакман-ха. Ун инкекне кирек хăш çĕршыв та, кирек кам та лекме пултарать.
Пирĕн патшалăх тĕлĕшпе террорла ĕçсем тăвас хăрушлăх пысăк, çавна май çынсен чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан харпăр хăйне, çывăх çыннисене, юлташсене сыхлама вĕренме тивĕç.
Урамра, транспортра, çуртсен картишĕнче, подъездсенче яланах тимлĕ, асăрхануллă пулмалла. Пĕр çуртри тата подъездри çынсене паллани пĕлтерĕшлĕ. Тен, çĕнĕ çынсем килнĕ: камсем, ăçтан, кам патне килнĕ вĕсем? Енчен те хăвăр çакна уçăмлатма пултараймастăр пулсан участковăя пĕлтерĕр, полици уйрăмне шăнкăравлăр, домоуправление е дружинниксене калăр.
Енчен те эсир сăнавлă пулсан, кил хушшинчи пур машинăна та тата ун хуçисене паллатăр. Çĕнни килсе ларчĕ-и? Е çурт çывăхĕнчех хăварнă? Çакă сире сисчĕвлентермелле. Ку енĕпе сире ГИБДД, çуртра пурăнакансем пулăшма тивĕç.
Путвала анакан алăк çăрине çĕмĕрнине сиссен тÿрех домоуправление пĕлтермелле. Обществăлла транспортра хуçасăр япаласене курсан юнашарти çынсенчен ыйтмалла. Енчен те хуçи тупăнмасан водителе пĕлтермелле. Иккĕленÿллĕ япаласене ан тĕкĕнĕр. Вĕсем пирки компетентлă органсене пĕлтерĕр.
Кирек мĕнле лару-тăрура та пăлханса ан ÿкĕр. Илнĕ информацие кÿршĕсене, тăвансене калăр, кирлĕ пулсан инкеке лекнисене пулăшу парăр. Яланах асăрхануллă пулăр!
Светлана ЧИКМЯКОВА.