Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшăпа вăхăтра тивĕçтермен

29 октября 2016 г.

Çынсем ыйтнипе район прокуратури Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулта ăшă тапхăрне кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнипе тĕрĕслев ирттерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2016 çулхи сентябрĕн 21 мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ учрежденийĕсенче ăшă памалли тапхăр 2016 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçланнă. Анчах та Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул ертÿçи вĕрентÿ учрежденине ăшăпа талăкĕпе пĕр чарăнмасăр тивĕçтерессине вăхăтра йĕркелемен.

Кăçалхи октябрĕн 11-мĕшĕнче, тĕрĕслев вăхăтĕнче, шкул çурчĕн сылтăм енче (унта кĕçĕн классем вĕренеççĕ) ăшă çуккине палăртрăмăр. Классенче температура 12–17 градус тăратчĕ. Сивĕ тапхăрта вара вĕрентÿ пÿлĕмĕсенче температура 18–24 градус пулмалла.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул директорĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарма тиврĕ.

И.МИФТАХУТДИНОВ,

район прокурорĕ юстици аслă советник.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика