29 октября 2016 г.
Чăрăшкас Хирлеп культура çуртĕнче Вăрнарти «Чаршав» халăх театрĕ (режиссерĕ – Галина Иванова) Федор Павлов çырнă «Ялта» драмăна кăтартрĕ.
Çак спектакльте чăвашсен йăли-йĕркине ĕненмелле кăтартнă. Ăна лартма вăтăр çын ытла хутшăнчĕç. Артистсем драмăн тĕп шухăшне витĕмлĕн уçса пама пултарчĕç. Марина Григорьева (Пăрчкан), Надежда Ванюшина (Йăскар), Владимир Мураков (Муççа), Евгений Кудрявцев (Палля) ăста выляни курăнчĕ. Куракансем ура çине тăрса артистсене тата режиссера тав турĕç.
Кĕçех «Чаршав» халăх театрĕ Пĕтĕм Раççейри сала театрĕсем хушшинче иртекен V фестивале хутшăнать. Чăрăшкас Хирлеп культура çурчĕн заведующийĕ Ольга Ефремова вĕсене телей тата çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕ.
Анастасия ПЕТРОВА.
Пайăк.