Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçĕнче маттуррисем тимлеççĕ

26 октября 2016 г.

Çĕр ĕçченĕсемшĕн кĕркунне – пĕтĕмлетÿсем тумалли вăхăт. Çавăн пекех йăнăшсене тÿрлетмелли, вĕсене шута хурса çитес çула валли плансем хатĕрлемелли тапхăр та. Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ çитнĕ май (районта ăна паян паллă тăваççĕ), кăçалхи ĕçсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕпе – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕпе Вячеслав ГОРБУНОВПА калаçатпăр.

– Вячеслав Анатольевич, кăçалхи çул аграрисемшĕн каллех çăмăл килмерĕ. Профессилле уява мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илетĕр-ха?

– Тĕрĕсех, ял хуçалăх çулталăкĕ хальхинче те ансат пулмарĕ: малтан çумăрсене кĕтрĕмĕр, кайран вĕсем ытлашшипех лÿшкерĕç. Апла пулин те çĕр ĕçченĕсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама пултарчĕç, çакăншăн вĕсене чĕререн тав тăватăп. Малтанхи даннăйсемпе, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пĕтĕмĕшле пухăмĕ 50602 тоннăпа танлашнă. Вăтам тухăç – 28,8 центнер.

Хăш-пĕр хуçалăхсем уява уйрăмах пысăк ÿсĕмпе кĕтсе илеççĕ. Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн тырпул тухăçĕ чи пысăкки – 36,7 центнер. Председателĕ – Валерий Шумилов. Роберт Петров ертсе пыракан «Санары» агрофирмăра пĕрчĕллисене гектартан 36,2, аш-какай комбинатĕнче (ертÿçи – Николай Аливанов) 35,6 центнер илнĕ. Хуçалăх пуçĕнче тăракансем пурте – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Çавăн пекех тырпула «Победа» (ертÿçи Алевтина Семенова), «Мураты» (Геннадий Спиридонов), «Янгорчино» (Геннадий Романов) хуçалăхсенче 30 ытларах центнер илнĕ.

Çĕрулми туса илессипе «Санары» (332 центнер), «Мураты» (237 центнер) хуçалăхсем палăрчĕç. Районĕпе вăтам кăтарту 190 центнерпа танлашать, пĕтĕмĕшле пухăм 11660 тонна.

– Юлашки вăхăтра çĕршывра хăмла çитĕнтерес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма тытăнчĕç. Ку тĕлĕшпе иртнĕ эрнере Шупашкарта анлă канашлу та пулчĕ. Мĕнле шутлатăр, унта палăртнă тĕллевсем хăмлапа ĕçлекен хуçалăхсене мĕнлерех тĕрев парĕç?

– Раççейре хамăр патра хăмла туса илесси çине тĕрев тунă. Чăваш ене ку енĕпе ĕçлекен тĕп регион туса хурасшăн. Çакă хăмлапа тĕллевлĕ ĕçлекен хуçалăхсене самаях аталанма май парĕ, вăл шутра оборудованипе пуянланма та.

Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра хăмла çитĕнтерессипе пилĕк хуçалăх кăна тимлет. Вăл шутра Вăрнар районĕнчи «Агрохмель» тулли мар яваплă общество та. Кăçал кунта хăмла пучахĕсене 31,5 тонна пуçтарса илчĕç, тухăçĕ – 20 центнер.

– Правительство паян сĕт производстви тĕлĕшпе те пысăк тĕллевсем лартать. «Сĕт ферми – укçа-тенкĕ çурчĕ» тесе те ахальтен палăртмасть. Пирĕн районта пур хуçалăх та тупăшпа мухтанма пултарать-и?

– ,не сĕчĕ чĕлхи çинче тесе каламаççĕ-и-ха? Çакă – пахалăхлă сăвăм илессин тĕп енĕ. Выльăх апачĕ япăх, эппин – тутлăхлă сĕте те ан кĕт.

Сĕт туса илессипе Вăрнар районĕ виççĕмĕш çул республикăра виççĕмĕш вырăна тивĕçлипе тытса пырать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ун производстви сакăр процент ÿснĕ, 10935 тоннăпа танлашать. Сĕт производствин районти лидерĕ – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, ÿсĕмĕ 14,8 процент е 708 тонна. Районти пĕтĕмĕшле кăтартăвăн 50,1 проценчĕ шăпах ку хуçалăхăн.

Çавăн пекех сăвăма «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа», А.Козлов, С.Лукина фермерсен хуçалăхĕсенче çулсерен ÿстерсе пыраççĕ.

Çав вăхăтрах каялла туртакан хăш-пĕр хуçалăхсем те пур. «Юнтапара», «Хорнзорта», «Кольцовкăра» сĕт туса илессипе начартарах тимлеççĕ.

– Паян ытларах ырри çинчен калаçас килет. Районти ял хуçалăх тытăмĕ мĕнпе тивĕçлипех мухтанма пултарать-ха?

– Культурăсен тупăшĕ пирки маларах асăнтăм. Аграрисен тĕп çитĕнĕвĕсен шутне çакна та кĕртмелле. Ял хуçалăхĕ паян çав тери хаклă отрасль, апла пулин те аграри предприятийĕсем аталану çулĕнчен юласшăн мар. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ акă кăçал 1000 пуç ĕне вырнаçмалăх комплекс хута ячĕ. «Луч» хуçалăхра 1000 пуçлăх сысна витине реконструкцилес ĕçсем пыраççĕ. Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра çĕнĕ вите хута кайрĕ. Кунта тата «Кольцовкăпа» «Победа» хуçалăхсенче выльăхсем тытакан çуртсенче пысăк юсав ĕçĕсем пурнăçланă.

Паян агротехникăна çĕнетмесĕр те май çук. Энергие перекетлекен ял хуçалăх машинисемпе агрегатсем ĕç тухăçлăхне те ÿстерме май параççĕ. Кăçал агропарка 57 млн тенкĕлĕх пуянлатма май килчĕ.

– Паллах, ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле çитĕнÿ чăннипех те çĕре парăннă çынсăр, ун ĕçченлĕхĕсĕр пулмасть. Вĕсен кунсеренхи йывăр ĕçĕ пĕрлехи кăтартăва хывăнать те. Паян эсир камсене ятранах асăннă пулăттăр?

– Вăрнар районĕнче пултаруллă механизаторсемпе комбайнерсем, водительсем, специалистсем, ытти ĕçченсем сахал мар. Акă Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхри Александр Григорьев, «Янгорчино» хуçалăхри Юрий Леонидов, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчи Сергей Аввакумов ырă ята тивĕç. «Мураты» хуçалăхри Ираида Сергеева кашни ĕнерен 5245 кг сĕт суса илнĕ.

Аш-какай комбиначĕн операторĕ Алена Иванова 100 тĕп амаран 2205 сысна çури илнĕ, Тамара Козлова скотница пăхакан мăйракаллă шултра выльăх талăксерен 950 грамм ÿт хушать. Людмила Ермолаева техник-осеменаторăн сысна кĕтĕвне ĕрчетес ĕçри тÿпи пысăк.

«Янгорчино» хуçалăхăн зоотехник-селекционерĕ тата техник-осеменаторĕ Надежда Сергеева районти конкурсра çĕнтерсе республикăра виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Унăн та ăратлăх ĕçĕнчи кăтартăвĕсем пысăк. Çакăн пек çынсем çинче тытăнса тăмасть-и-ха ял хуçалăхĕ? Тĕрĕссипе, çĕр ĕçĕнче маттуррисем кăна тимлеççĕ. Чи тăрăшуллисем професси уявĕнче нумайăшĕ Хисеп хучĕсене тивĕçĕç.

Май пур чухне ял хуçалăхĕнче тимлекенсене пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. Ял сирĕн çинче тытăнса тăрать. ,ç сире яланах киленÿ кÿтĕр.

– Кăçал çĕршывра иртнĕ анлă мероприятие те манса хăварар мар. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ агропромышленность комплексне мĕнлерех усă парĕ?

– Малтанах район çыннисене çĕршыв пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие активлă хутшăннăшăн чĕререн тав тăватăп. Вăрнар тăрăхĕнчи ялсенче вăл кăлтăксăр иртрĕ, халăх переписчиксене хапăл туса йышăнчĕ, тĕрĕс те тулли кăтартусем пачĕ. Çырав кăтартăвĕсем ял хуçалăхне çывăх çулсенче аталантармалли стратегие хывăнĕç, вĕсем ку отрасле чылай çĕнĕлĕх кĕртме май парĕç.

– Калаçушăн тав. Уяв ячĕпе!

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика