26 октября 2016 г.
Хальхи вăхăтра çамрăксенчен чылайăшĕ çар службине контрактпа суйласа илет. Ку хисеплĕ, престижлă професси, ыранхи кун шанăçлăхĕ. Ку мелпе çар ретне кам тăма пултарать-ха – çак тата ытти ыйтусемпе паян Шупашкарти контрактпа çар службине суйласа илекен пункт ертÿçипе Павел Георгиевич ВАСЮКОВПА калаçатпăр.
– Павел Георгиевич, контрактпа кам тата мĕнле ÿсĕмри çынсем çара кайма пултараççĕ?
– Тĕрĕссипе, контрактпа çĕршыв умĕнчи тивĕçе 18–40 çулсенчи пур гражданин та пурнăçлама пултарать. Требованисем çакнашкал: пĕлÿ шайĕ 9 класран сахалрах пулмалла мар, медкомисси кăтартăвĕсем хирĕçле пулас çук. Паллах, вăй-хал енчен аталанни аван: чăтăмлăх, хăвăртлăх, вăй кирлех. Раççей шалти ĕçсен министерствинчен япăх характеристика пуррисене контрактпа çара илмеççĕ. Аслă пĕлÿллисем вара призывпа ят тухнине контракт службипе улăштарма пултараççĕ.
– Çапах та, контракт служби мĕнпе илĕртÿллĕ-ха?
– Ырă енĕсем чылай. Тĕп илĕртÿлĕхĕсем çакăнта: чи пĕчĕк должноçри çар служащине те 20 пин тенкĕрен кая мар тÿлеççĕ. Службăра тăракана пурăнмалли пÿлĕмпе тивĕçтереççĕ е хваттере тара тытнин хакне саплаштараççĕ. Контрактпа ултă çул службăра тăнă хыççăн çар çыннисен пухăнакан ипотека тытăмĕн программипе килĕшÿллĕн харпăр хăй çуртне-хваттерне туянма май пурри. Ырă енсен шутĕнче çавăн пекех – çар-медицина учрежденийĕсенче тÿлевсĕр тĕрĕсленесси, сипленесси тата реабилитаци тивĕçтерĕвĕпе усă курасси, шăл протезĕсене хатĕрлеттересси тата юсаттарасси, тÿлевсĕр эмелсем илесси, тÿлевсĕр апат-паекпа тивĕçтерни, тăхăнтартни-тумлантарни, обязательнăй майпа страхлани, аслă пĕлĕве тÿлевсĕр илме майсем пурри тата ытти те.
– Контрактпа çар службине суйласа илнисене хăш регионсене яраççĕ-ха?
– Кандидатсен служба регионне харпăр хăйĕн суйласа илме май пур. Хамăр енчен эпир çар чаçне кура майлăрах должноçсен вырăнĕсене суйлама пулăшатпăр.
– Ку мелпе салтак пăттине çиес текенсен ăçта каймалла-ха?
– Контракт службине суйласа илнисен хăй пурăнакан вырăнти çар комиссариачĕн пайне каймалла, заявлени çырмалла. Пирĕн пата та килме юрать. Адресĕ: Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 10-мĕш «А» çурт. Тел. 8(8352) 45-20-97.