22 октября 2016 г.
Туçи Мăрат ялĕнчи Илья Ивановичпа Феолина Михайловна Ивановсем – чи аслă та хисеплĕ ватăсем. Вĕсем Туçи Мăрат ялĕнче пурăнаççĕ. 1956 çулта Илья Иванович юнашар ял хĕрĕпе Феолинăпа çемье çавăрнă. Мăшăрсем 60 çул пĕрле. Вĕсем виçĕ хĕрпе тăватă ывăл пăхса çитĕнтернĕ, кашнинех тивĕçлĕ воспитани панă, хăйсем пекех ĕçчен пулма вĕрентнĕ.
Ивановсем халĕ тивĕçлĕ канура. Иртнишĕн тунсăхламаççĕ. Халĕ ытларах чух иккĕшех яра куна ирттереççĕ. Ачисем пурте çемьеллĕ. Ивановсен халь вунпĕр мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук. Аслă ывăлĕ, Володя, шахтăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер, ашшĕ-амăшĕпе юнашарах пысăк та хăтлă çурт çĕкленĕ.
Илья Иванович шкулта тăватă класс, Феолина Михайловна 7 класс вĕреннĕ. Хыççăн колхозра ĕçлеме пуçланă. Феолина Михайловнан Атăл леш енне торф кăларма кайма та, вăрман касма та тÿр килнĕ. Илья Иванович колхозра тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă, фермăра, бригадăра тăрăшнă. Кил хуçи 85 çулта, унăн мăшăрĕ нумай пулмасть 80 çул тултарчĕ. Апла пулин те вăхăта ĕçсĕр ирттерме пултараймаççĕ. Килти хушма хуçалăхра сурăхсем тата кăвакалсем усраççĕ. Феолина Михайловна пушă вăхăта чăлха-нуски çыхса ирттерет.
Ивановсем тĕрлĕ йывăрлăха парăнтарма хăнăхнă. Пĕр-пĕрне çамрăк чухнехи пекех хисеплеççĕ.