Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар

22 октября 2016 г.

Мăшăрпа пурнăç çулĕпе 58 çул утатпăр. Пĕр ывăлпа икĕ хĕр пăхса ÿстертĕмĕр, вĕсем халĕ пурте çемьеллĕ. Пирĕн ултă мăнукпа тăватă кĕçĕн мăнук, пĕриншĕн те çын умĕнче пите хĕретсе курман. Аннене пытарнăранпа 34 çул, хунямана çут тĕнчерен ăсатнăранпа 11 çул çитрĕ. Аттене тата ялти арçынсене вăрçа ăсатни, йывăр вăхăтсем халĕ те асра.

Тĕрлĕ шайри пуçлăхсем этемĕн пурнăçĕ тăсăлнипе мухтаннине курсан хытах тарăхатăп. Çак кăтартусем йăлтах вăрçă ачисен çулĕсемпе тытăнса тăраççĕ. Сăмахран, манăн тăван Мăньял Хапăсра кăçалхи тăхăр уйăхра 11 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç, вĕсенчен тăваттăшĕ кăна 92 çултан пуçласа 69 çулччен пурăнчĕç. Çиччĕшĕ вара çанă тавăрса ĕçлемелли вăхăтрисемччĕ.

«Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар!» – тесе ахальтен каламан ваттисем. Вăрçă тухас умĕн вăйлă тырпул пулнине паянхи пек астăватăп. Колхоз кĕлечĕсене вырнаçман тырра михĕсемпе кил тăрăх валеçсе тухнăччĕ. Епле шанчăклă халăх пулнă ун чухне. Тырă миххисем çур пÿрт лараççĕ, эпир Анна йăмăкпа тĕкĕр кантăккипе хĕвел мулкачне тытассишĕн вылятпăр. Çак кунран малалла лăпкă пурнăç юхăмĕ чарăнчĕ маншăн. Малтан атте çухалчĕ, ун хыççăнах анне аллинчех çулталăкри шăллăм сывлайманнипе вилсе кайрĕ. Пĕр вĕçĕм макăрнипе анне суккăрланчĕ. Налук агенчĕ пырса кĕретчĕ те, налук тÿлеменшĕн сĕтеле чышсах тĕрмене хупассипе хăрататчĕ. Пĕррехинче сăвакан качакана çавăртса, тепрехинче килте тĕртнĕ çăм тĕркине йăтса тухса кайрĕ. Çавал урлă Карталуй вăрманне хăрăк шĕшкĕ йăтма кайнисем халĕ те асрах.

Эпир çĕрĕк улма крахмалĕпе кăна ÿсрĕмĕр пулсан та ачаранах çунашкапа тата йĕлтĕрпе ярăннă. Организма çирĕплетнĕ. Эрех-сăрапа, наркотиксемпе иртĕхмен. Аннесем мĕн ачаранах аслисене хисеплеме, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма вĕрентнĕ. Аннесем хăйсем пирĕншĕн пархатарлă тĕслĕх пулнă: нăйкăшса ларман, ачи-пăчисене вăхăтра çитернĕ, тумлантарнă, ĕçе хăнăхтарнă. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра Петр Артемьев тата Эмма Малова статйисене вуларăм та арçын сĕнĕвне ырласа йышăнтăм. Паллах, эпир пулас ăрăва вĕрентсе хăвармасан пурнăç малашлăхĕ иккĕлĕнÿллĕ.

Василий КОЖАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика