22 октября 2016 г.
Вăрнар районĕнчи Услапа Нурăс ялĕнчен инçех мар вырнаçнă çветтуй çăлкуç шăпишĕн кăçал çулла таврари халăх пăшăрханса ÿкнĕ. Сăлтавĕ чăнах та пулнă. Çăлкуç çывăхĕнчех тенĕ пек экскаваторсем ĕçе пикеннĕ. Çынсене паха шывсăр юласси – хăватлă техника çăлкуçа сиен кÿме пултарасси канăç паман.
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсене те кунти лару-тăру кăсăклантарса янă. Чăннипе, ăнсăртран тенĕ пек çак вырăна пырса тухнă патшалăх инспекторĕ. Вăрнар районĕнчи пĕр обществăна тĕрĕсленĕ чухне çак карьер куç тĕлне пулнă. Тăмпа хутăштарса янă паха сийе инçех мар турттарнă. Асăннă ял çывăхĕнчи кĕпере юсама тытăннă май, машинăсене вăхăтлăх çÿреме тавралла çул хывма çĕр кирлĕ пулнă.
Ăнланмалла – кирлĕ. Анчах та мĕншĕн шăпах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе усă курмалла ку тĕллевпе? Çитменнине, никамран та ирĕк илмесĕр. Лайăх тăпрана тăмпа хутăштарса яни те тÿрех куçа тăрăннă. 0,0111 гектар çĕре йĕркене кĕртесси çинчен калакан рекультиваци проекчĕ те пулман çул-йĕр организацийĕн.
Россельхознадзор общество тĕлĕшпе мера йышăнман пулсан – халĕ унта мĕнле лару-тăру пулĕччĕ-ши?
Çветтуй пророк Иоанн Предтеча ячĕллĕ çăлкуç шăпипе кăсăкланнăран çак кунсенче çула май çав тăрăхра пулма тÿр килчĕ. Çул çинче ывăннă çынсемшĕн çакнашкал тутлă шывпа сăйланма май пурри савăнтарчĕ.
«Çутçанталăка сиен кÿме нумай ăс кирлĕ мар иккен», – шухăш пырса çапрĕ тавралăха пăхса çаврăннă май. Чăнах та, çынсем ахальтен пăшăрханман. Çăлкуçран 130–150 метрта кăна йывăр техника çĕр чавма пуçланă. Паха шыв çулне пÿлме те пултарнă, чăнах та.
Телее, кунашкалли урăх пулман. Анчах çĕрĕн паха сийне пăснă тĕслĕхсене ытти районсенче те тупса палăртрĕç специалистсем. Вăрнар районĕнчех нумаях пулмасть тепĕр тĕслĕхе тĕпчесе пĕтерчĕç. Кунсăр пуçне Патăрьел, Тăвай районĕсенче те паха тăпрана шар кăтартнă.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
управлени ĕçченĕ.