19 октября 2016 г.
Ял çыннишĕн кĕркунне те канăç çук, хальхи вăхăтри тĕп ĕçсенчен пĕри вăл – çĕрулмине тата пахчаçимĕç культурисене хăвăртрах пуçтарса илесси. Çанталăкĕ сар хĕвелпе савăнтармасть пулин те ял ĕçченĕсем кунĕпе те уй-хиртен татăлмаççĕ, ир пуçласа мĕн тĕттĕмлениччен тăрăшаççĕ. Вĕсене районти тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем те пулăшаççĕ: ара пурлăха юр айне хăвараймăн-çке.
,нерхи кун тĕлне районти хуçалăхсенче çĕрулмие 561 гектар (91 процент) кăларнă, 10774 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Кашни гектартан вăтамран 192 центнер тухать. «Иккĕмĕш çăкăра» виçĕ хуçалăхăн кăлармалли юлнă.
Пахчаçимĕçе 12 гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç 397 центнерпа танлашать. Кукурузăна 862 гектар (85 процент) вырнă. Хăмлана 20 гектар çинче татнă. Кĕрхи çĕртмене 10550 гектар çинче пурнăçланă.
Юрий КОРНИЛОВ.