19 октября 2016 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ республикăри шырав пĕрлешĕвĕсене хавхалантарасси пирки Указа алă пуснă.
Указ тăрăх шырав юхăмне пулăшма тата аталантарма пĕтĕмпе ултă грант уйăрнă: виççĕшĕ – 100 пиншер тенкĕлĕх, виççĕшĕ – 75 пиншер тенкĕлĕх.
Грантсене çирĕплетнин тĕп тĕллевĕ – çамрăксене патриотизм туйăмĕллĕ ÿстересси, ку юхăма шкул ачисемпе çамрăксене ытларах явăçтарасси.