19 октября 2016 г.
Вĕрентÿ тытăмĕн инфраструктурине çĕнетсе улăштармалла, пĕлтернĕ Раççей Патшалăх Думин вĕрентÿ тата наука енĕпе ĕçлекен комитет членĕ Алена Аршинова Раççей Президенчĕ çумĕнчи Канаш президиумĕн ларăвĕнче.
Правительство ертÿçи Дмитрий Медведев пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта приоритетлă 11 проекта пурнăçа кĕртме 150 млрд тенке яхăн уйăрма палăртнă, вăл шутран 25 млрд тенки – шкулсем çĕклеме тата юсама.
А.Аршинова ку программа йĕркипе çĕршывра кăçал 92 çĕнĕ шкул хута кайнине асăннă. «Анчах та çывăх вăхăтра 6,5 млн çĕнĕ вырăн йĕркелес тесен (ку иккĕмĕш тата виççĕмĕш сменăсене пăрахăçлассипе çыхăннă), çулталăкне çĕршер пысăк шкул çĕклемелле», – тенĕ вăл.
Ун шучĕпе, вăтам професси вĕрентĕвĕн тытăмне World Skiels йĕркипе укçан пулăшассине пăхса тухмалла, виçĕ çулчченхи ачасене ача сачĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва вуçех татмалла, бассейнсем тăвасси тата общежитисене реконструкцилесси çине ытларах тимлĕх уйăрмалла.