Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулнă çÿп-çаппа паян çул хĕрри, çырма, вăрман

19 октября 2016 г.

Ку ыйтăва хамăр хаçатра çĕр хутчен те çĕкленĕ пулĕ, анчах та унта та кунта каллех çÿп-çап вырăнĕсем «ÿссе» ларни ун патне тата та тата таврăнма хистет.

Юриех хăвăр пурăнакан çырмасене, посадкăсемпе вăрмансене çаврăнса тухăр-ха. Илемпе киленес вырăнне кăмăла тÿрех çÿп-çап, тĕрлĕ ăпăр-тапăр куписем пăсаççĕ. Шутласа пăхăр-ха: пĕрре çутçанталăк, çĕр мĕн тери асапланать, тепре вăл хамăр сывлакан сывлăша варалать.

Вăрнар–Йĕпреç çулĕпе лицеялла  каякан çул хĕррине ку трассăпа çÿрекенсем тăтăшах çÿп-çап миххисем пăраха-пăраха хăварнине пĕрре мар çырнă. Нумаях пулмасть кăна кунта пурăнакансем ыйтнипе каллех вырăна тухса ÿкернĕччĕ. Тăватă-пилĕк пысăк целлофан хутаçсенче тĕрлĕ хутсем, тумтир, атă-пушмак. Тĕлĕнмелле, хучĕсем – документсем таранах, паспорт даннăйĕсем те пур. Хăш ялтан, кам пулни те паллă. Пĕр шутлатăн та, кусем пурте çунакан япаласем. Çынсем вара темшĕн тата çăмăлрах меслетпе усă кураççĕ – çÿп-çапа çул хĕррине вăркăнтарса хăвараççĕ.

Виçĕмкун кунтан тата тепĕр сигнал çитрĕ  – çÿп-çапа тракторпах килсе тăкнă иккен...

Кусем – пĕрреллĕ тĕслĕх çеç мар. Кунашкаллине паян кашни ялта тенĕ пекех курма пулать. Çÿп-çапри хутсем тăрăх илемсĕр ÿкерчĕк авторĕсене те палăрткаларĕç. Шел те,  кунашкаллисем тĕлĕшпе мерăсем çирĕпех мар – çÿп-çапа пуçтарттарнă та ĕçĕ пĕтнĕ. Тен, вĕсене çирĕпрех штрафсем хуни кăштах тăна кĕме май парĕ...

Вăрмансене, çул хĕррисене, çырмасене ăпăр-тапăрпа тултариччен çакăн пирки те манас марччĕ. Çÿп-çап миçе çул çĕрнине, тен, пурте пĕлсех те каймаççĕ пулĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, апат-çимĕç каяшĕсем уйăха яхăн çĕреççĕ. Хаçат хучĕ – пĕр уйăхран пуçласа виçĕ уйăх таран. Çулçăсем, туратсем – 3–4 уйăх. Картон – 3 уйăх. Офис хучĕ – 2 çул. Хăма – 11–13 çул. Тимĕр банкăсем – 10 çул. Кивĕ пушмак – 10 çул. Кирпĕчпе бетон катăкĕсем – 100 çул. Автоаккумуляторсем – 100 çул. Фольга – 100 çул ытла. Электричество батарейкисем – 110 çул. Резина покрышкăсем – 120–140 çул. Пластик бутылкăсем – 180–200 çула яхăн. Чи хăрушши алюмини банкăсем – 500 çултан тин çĕрет.

Юлашкинчен, кантăк. Кану вырăнĕсенче кĕленчесемпе ун ванчăкĕсем мĕн чухлĕ йăванса выртнине шутласа кăларма та йывăр. Вăл вара 1000 çул ытла çаплипех выртма пултарать. Час çĕрмест кăна мар, шăрăх çанталăкра хĕвел çинче лупа пек хĕрнĕрен пушар сăлтавĕ те пулма пултарать.

Çул хĕрринчи çÿп-çап ыйтăвне Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çĕкленĕ. Япăх енĕпе темиçе муниципалитет йышĕпе вăл Вăрнар районне те асăннă. Михаил Васильевич унта та кунта выртакан çÿп-çап куписем Чăваш ен имиджĕ çине япăх витĕм кÿнине палăртнă. Ку ыйтăва тимлĕх уйăрманнисене çирĕп явап тыттарма ыйтнă.

Тасалăх – хамăршăн, таса тавралăх – ачасен сывă пуласлăхĕ. Хамăр пурăнакан-çÿрекен вырăна варалани вара – чыссăрлăх, ыттисене хисеплеменни, тăван çĕршĕн патриот пулманни. Хăçан хăпатпăр-ши усал йăларан;..

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика