19 октября 2016 г.
Эпĕ пынă чух Услапа Нурăс ялĕнчи Валериан Козлов килĕнчехчĕ. Выльăх сарайĕнче тем ĕçпе аппаланатчĕ. Çулĕсемпе çулланнăскер, хăйĕн çинчен каласа пама хирĕçлемерĕ. Çавăнпа та, кĕрхи çанталăк сар хĕвел ăшшине парнелеменрен, пÿрте кĕтĕмĕр. Иксĕмĕр те диван çине меллĕн вырнаçса ларсан калаçу пуçартăмăр. Сăмах çăмхи майĕпен сÿтĕлнĕ май çакна çийĕнчех ăнлантăм: Валериан Ивановича пурнăç такăнтарман, хăй вăл унăн юхăмне хирĕç ишнĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма ялан вăй-хал çитернĕ.
В.Козлов 1937 çулта Услапа ялĕнче çуралнă. Хăмăш шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Анчах та çичĕ класран малалла вĕренеймен – ĕçлемесĕр ниепле те май килмен. Колхоз ĕçне кÿлĕнет вăл. Ача шутĕнчен тухман пулин те аслисенчен уйрăлман – бригадир мĕн хушнине чун-чĕре ыйтнă пек пурнăçланă: утă çулнă, лашапа тĕрлĕ ĕç тунă, пĕрре те ахаль ларман, кунĕн-çĕрĕн тар тăкнă. Вăл е ку ĕç йывăр тесе калама пултарайман. Колхозра куллен вăй хунă пулин те пылак çимĕç сайраран çеç алла тытса курнă. Сĕтел çинче çăкăрпа çĕрулми пулни вара чăннипех савăнтарнă. Халь Валериан Козловăн йăлтах пур: аш-какайĕ те, пахчаçимĕçĕ те. Мĕн ăша ярас килет – çавна çи. Ачалăх çулĕсенче вара тулăх пурнăçпа пурăнма май килмен, йăлтах перекетленĕ, яка çи-пуçпа та çÿресе курман. Мĕн тăвăн, вăхăчĕ çапла пулнă.
Кун хыççăн кун иртсе пынă. Пĕве кĕнĕ Валериан Ивановичăн салтака кайма ят тухать. Çапла вара çывăх çыннисенчен, тăванĕсенчен, ял-йышран виçĕ çуллăха уйрăлать. Латвире çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Тăван кĕтесе тĕреклĕ каччă пулса таврăнать.
Çамрăк вăхăт çапла-çке вăл, чун-чĕрене юрату туйăмĕ çавăрса илсен ниепле те хăтăлма май çук. Валериан ку ялти Ираидăна килĕштерсе пăрахать. Чăннипе, вăл хитре пикене салтака кайичченех куç хывнă. Çавăнпа ун патне пĕрре мар чуна ăшăтма пултаракан çырусем янă. Службăна вĕçлесе таврăнсан, Ираида унăн пурнăçĕнчи чи çутă çăлтăр пулнине туйса илнĕрен, савнă çыннине çухатма шутламасть. Кашни каçах пĕр ял хĕрĕпе тĕл пулма васкать. Туслăх çирĕпленсех пырать. Валериан Ираидăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать. Вăл турткалашса тăмасть, качча тухма килĕшет. Çамрăксем туй тусах пĕрлешеççĕ.
Мăшăрсемшĕн çĕнĕ пурнăç пуçланать. Валериан Иванович Калининăри училищĕре çулталăка яхăн тракториста вĕренет. Çывăх çынни вара çав вăхăтра çак училищĕре поварта тимлет. Тракторист специальноçне алла илсен «Броневик» хуçалăха ĕçе вырнаçать.
– Пĕрремĕш хут трактор рулĕ умне ларнине лайăх астăватăп. Техникăна тапратса ярсан питĕ хытă хумханнăччĕ: ара руле тытса пыма çăмăл мар вĕт. Çапах та хама алла илнĕччĕ, техникăна чиперех малалла уттарнăччĕ, – терĕ Валериан Иванович.
Иртнине ырăпа аса илет ĕç ветеранĕ. Ир пуçланă та каçчен уй-хиртен татăлман, уйрăмах çу кунĕсенче. Хĕрÿ тапхăрта тракторпа суха та тунă, тырă та акнă, çĕрулми те кăларнă – кану пирки вуçех шутламан. Пĕр сăмахпа каласан, çу каçипе те руле алăран вĕçертмен. Хĕлле те килте ларман, мĕншĕн тесен колхозра ĕçĕ тупăнсах тăнă.
Бригадир тивĕçне икĕ çул майлă пурнăçланă. Валериан Иванович улăх-çаранри курăка пысăк йышпа çулнине ниепле те манаймасть. Вăл каланă тăрăх, утта типĕтсе пуçтарнă тапхăрта аслисемпе танах ачасем те тăрăшнă. Колхоз ырлăх-пурлăхĕшĕн ял ĕçченĕсем хăйсен вăй-халне шеллемен, мĕншĕн тесен кашниех ырă ĕмĕтпе пурăннă. В.Козлов та, ыттисем пекех, малашлăха çутă шанчăкпа пăхнă. Ăна мăшăрĕ куллен хавхалантарса пыни те пурăнма хăвать хушнă. Юратнă çыннипе тăватă ачана кун çути парнеленĕ. Вĕсене ура çине тăратассишĕн сахал мар тăрăшнă.
– Хамăн пурнăçра икĕ пÿрт лартрăм. Малтанхи йывăçранччĕ. 1975 çулта çĕннине кирпĕчрен купаларăмăр. Пурăна-киле хуралтăсене те çĕнетрĕмĕр. ,çлемесĕр пурăнман, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усранă. Эпĕ трактористра тăрăшрăм, мăшăр мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех поварта тимлерĕ, – пĕлтерчĕ В.Козлов.
Шел пулин те çывăх çынни икĕ уйăх каялла, чире пула, пурнăçран уйрăлса кайнă. Унпа 54 çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă.
– Хуйхă халĕ те чĕререх. Юрать-ха кăмăла уçма ачасем, мăнуксем пур. Çулсем малаллах шусан та ĕçлес туртăм пĕтмен-ха. Сакăрвунна кĕç-вĕç çитетĕп пулин те пÿртре ларма юратмастăп, – уçăмлăн каларĕ Валериан Козлов.
Яла килĕштернĕ те – унăн пĕтĕм пурнăçĕ çуралнă кĕтес пулса тăнă. Тăван ен ăна ялан çутă шанăç, çĕнĕ вăй-хал парать.
Юрий КОРНИЛОВ.