15 октября 2016 г.
Грипп – йывăр инфекци чирĕ, вăл сывлăшпа ерет. Ăна пуçараканĕ – грипп вирусĕ. Унпа чирленине çулталăк тăршшĕпе регистрацилеççĕ, анчах та вăл уйрăмах кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра вăй илет.
Грипран хÿтĕленмелли тĕп мел – вакцинаци. Прививкăна 60-тан иртнĕ, шкул çулĕчченхи, шкул ачисен, ОРЗпа тăтăш чирлекенсен, вăрах чирпе аптракансен тутармаллах. Çавăн пекех – медицина, вĕрентÿ, социаллă тивĕçтерÿ, транспорт, суту-илÿ, полици ĕçченĕсен, çар çыннисен те.
Вакцина грипран хÿтĕлекен çирĕп иммунитета йĕркелет. Хÿтĕлев эффекчĕ прививка хыççăн 8–12 кунран палăрать, çулталăк таран сыхланса юлать.
Паллах, чăх белокĕ е вакцина компоненчĕсем çине аллерги пулсан, вăрах чир çивĕчленсен, ОРВИн йывăр самантĕнче, вар-хырăм пăсăлсан грипран прививка тума юрамасть.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те грипран хÿтĕленме пулăшать. Çителĕклĕ çывăрмалла. Уçă форточкăпа пулсан аванрах, анчах витĕр çил пулмалла мар.
Тĕрĕс апатланмалла. Рационра чĕрĕ пахчаçимĕçпе улма-çырла пулни иммунитета ÿстерет. Аскорбин кислотине (С витамин) ĕçмелле. Ку витамин йÿçĕтнĕ купăста сокĕнче, цитрус çимĕçĕсенче: лимонра, мандаринра, апельсинра, грейпфрутра нумай.
Уçă сывлăшра ытларах пулмалла, спортпа туслашмалла. Кунне 30 минут хускану туни иммунитета самаях ÿстерет. Сиенлĕ йăласенчен хăпмалла. Чĕлĕм туртни шалти органсене сиенлет, иммун тытăмне хавшатать.
Грипп эпидемийĕ вăхăтĕнче чирлĕ çынсемпе пĕр метртан çывăхрах калаçмалла мар, çынсем массăллă пухăнакан вырăнсенче пулмасан аванрах, медицина маскине тăхăнмалла.
Надежда ЯТМАНОВА,
Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн ĕçченĕ.