15 октября 2016 г.
Кĕрхи сивĕ çил хĕл аякра маррине систерет. Юр ларнă ларманах Вăрнарта пурăнакансем йĕлтĕрсем çине тăма васкаççĕ.
Сывлăха çирĕплетекен çÿрев кăмăллă тата хăрушсăр пултăр тесе пирĕн завод ĕçченĕсем йĕлтĕр трассине хатĕрлессипе ĕçе тухрĕç.
Трасса «Химик» стадион çумĕнчи вăрман тăрăх выртать. Кунта курăк ÿссе кайнă, туратсем ÿкнĕ. Вĕсене илмесен юр хулăм ÿкмесĕр те йĕлтĕрпе ярăнма май пулмĕ.
Заводăн хуçалăх службин ĕçченĕсем виçĕ километр тăршшĕ йĕлтĕр трассине тасатаççĕ. «Çанталăк лайăх тăрсан, çулçăсене те кĕреплепе пуçтарса тухăпăр», – пĕлтерет заводăн социаллă тивĕçтерÿ управленийĕн пуçлăхĕ, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Евгений Анатольевич Захаров.
Завод ĕçченĕсем йĕлтĕр трассине виçççĕмĕш çул тасатаççĕ. Хĕлле кунта ярăнакансем вĕсене ырă ятпа аса илеççех.
Людмила ИВАНОВА.