15 октября 2016 г.
Шупашкарти Олимп резервисен 5-мĕш шкулĕнче кĕрешÿçĕсем Иван Галкина, Иван Исаева тата Эдуард Григорьева асăнса республикăри уçă турнирта вăй виçнĕ.
Спортсменсем наградăсен 14 комплекчĕшĕн тупăшнă. Кавир çине Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Канаш районĕсенчи, Канаш, Шупашкар хулисенчи, Тутарстан Республикинчи хĕрсемпе каччăсем тухнă.
Вăрнарсем çичĕ медаль çĕнсе илнĕ. Дмитрий Львовăн – ылтăн. Милена Федорован, Семен Ивановăн – кĕмĕл, Эвелина Яковлеван, Кирилл Андреевăн, Антон Федоровăн, Алексей Антоновăн – бронза.
Светлана ЧИКМЯОВА.