Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене пулăшаканăн чунĕ пысăк

15 октября 2016 г.

Калинино шкулĕн вĕрентекенĕсемпе ачасен пĕтĕмĕшле йышĕ тĕрлĕ конкурссенчи çитĕнÿсемпе кăна мар, хăйсене пулăшакансем пуррипе те тивĕçлипе мухтанма пултарать.

Пулăшу кÿрекенĕ хăйсен выпускникĕ пулни савăнăçа темиçе хут ÿстерет. Руслан Власова, Çăлкас Кăкшăм каччине, акă вĕрентекенсем шкул вăхăтĕнчех уçă чунлă пулнăшăн ырланă. Унран та ытларах, спортпа туслă пулнишĕн. Вăл лартнă рекорда – турник çинче 32 хутчен туртăнассине – хальлĕхе çапакан пулман-ха.

Русланăн шкула кÿнĕ пулăшăвĕн тĕллевĕ пархатарлă, ахăртнех, – хальхи ăрăва спортпа çывăхрах туслаштарасси. Çавăнпа ĕнтĕ вăл тăван пĕлÿ çуртне 38 пин тенкĕлĕх спорт оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Волейбол мечĕкĕ хăех 6 пин тенкĕ тăрать. Волейбол сеткине те кунта тахçанах çĕнетме ĕмĕтленнĕ иккен. Халĕ ку ыйту та татăлнă. Парнесене Руслан хăй çитермен, анчах та ачасем ăна линейкăна пухăнса тав тунă. 

– Ача-пăчана пулăшакан этемĕн чунĕ пысăк, – тет шкул директорĕ Татьяна Ефимова. – Ун пек çынсем пулсан пурăнатпăр-ха.

Çак кунсенче шкула тепĕр çын та пулăшу панă. Вăрнарта пурăнакан Олег Николаев ĕç урокĕсем ирттерме вунă кĕрепле, вунпилĕк кĕреçе парнеленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика