12 октября 2016 г.
Ял ĕçченĕсем умĕнчи тĕп задача – çитĕнтернĕ пурлăха тăкаксăр тата кĕске вăхăтра пухса кĕртесси.
Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах Александр Аврамов фермер хуçалăхĕнче, ял ĕçченĕсем тăрăшнипе, çĕрулмие кăларса пĕтернĕ. Хыççăн купăста уйне куçнă. Ку пахчаçимĕç культури 1 гектар йышăнать. А.Аврамов купăста сорчĕсене лайăх пĕлет, çавăнпа тухăçĕ те япăх мар.
Купăстана хальлĕхе упрама хураççĕ.
К.ЮРЬЕВ.