Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхпе, хавхаланупа – черетлĕ урока

12 октября 2016 г.

Чăваш тĕррине туйма, ăнланма хăнăхтарать Калининăри хавшакрах сывлăхлă ачасене вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул-интернатра ĕç урокне ертсе пыракан Оксана Петрова. Вăл ачасене малашлăха хăюллăн пăхма, çутă та таса ĕмĕтсемпе пурăнма хавхалантарать. Мĕншĕн тесен пурăна-киле кашнин пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма тивет-çке.

Унччен вара шкул-интернатра вĕренекенсен тавракурăма ÿстермелле, пĕр-пĕр ĕç патне чунтан туртăнмалла. Оксана Петрова вĕсене ялан хастар та тăрăшуллă пулма сĕнет. Вăл хăйĕн ĕçне юратать. Çавăнпа та пĕр кунра темиçе урок ирттерсен те ывăннине туймасть.

– Шкулта вĕреннĕ тапхăр вăл – чи кăсăклă вăхăт. Манăн та пурнăç ачалăхран пуçланнă. Эпĕ Калининăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вунă çул вĕреннĕ. Тарăн пĕлÿ илме тăрăшнă. Пĕр класс ачисемпе пĕр килти пек килĕштерсе пурăннине, уроксем хыççăн иртекен мероприятисенче пĕр-пĕриншĕн хыпса çуннине паянхи кун та лайăхах астăватăп. Аслисенчен тĕслĕх илнĕ, – терĕ Оксана Николаевна.

Ун шучĕпе, паянхи яш-кĕрĕмшĕн вĕренме те, ĕçлеме те, спортпа туслă пулма та пур услови те туса панă. Шкул-интернатра акă çĕвĕ машинисем кивĕ йышшисем мар. Ал ĕçне пурнăçлама материалсем çителĕклех – ан ÿркен кăна. Çĕвĕ производствин пуçламăш пĕлĕвне парасси тĕп ĕç пулса тăнă Оксана Петровашăн. Вăл хĕрачасене тĕрлеме те, çыхма та вĕрентет. Опытлă педагог кашни ача кăмăлне пĕлса-курса тăрать. Хăйĕн çепĕç кăмăлĕпе, тарăн пĕлÿлĕхĕпе вĕренекенсен чунне ал ĕçĕ патне çывăхлатать. Хăйсем ăсталанă япаласем ăнăçлă пулса тухсан мухтама манмасть. «Ĕçе ялан тĕплĕ пурнăçлăр. Çапла майпа çеç ăсталăха аталантарса пыма пултаратăр», – ăнлантарать урок вăхăтĕнче ачасене О.Петрова. Хăйне итленине, вăл каланă сăмахсене ăша хывнине туять вĕрентекен. Çакă, паллах, кăмăла çĕклет, ĕçлеме хавхалантарать.

Çĕньял Нурăсра çут тĕнчене килнĕ Оксана Николаевна ачаллах ал ĕçне юратнă. Шкулпа сывпуллашсан Шупашкарти 23-мĕш номерлĕ училищĕне кайса кĕнĕ. Çулталăкран çĕвĕç-оператор пулса тăнă. Çав çулхинех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне истори факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Çамрăк ĕçпе вĕренĕве пĕрле çыхăнтарнă. 1994 çулта Малти Ишекри вăтам шкулта вожатăйра ĕçлеме пуçланă. 1995 çулта Калининăри хавшакрах сывлăхлă ачасене вĕрентсе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул-интерната куçнă. Кунта воспитатель ĕçне пикеннĕ. 2000 çулта университета ăнăçлă пĕтернĕ. Вĕрентекен дипломне алла илнĕ. 2006 çултан ĕç урокĕсене ирттерме пуçланă. Унтанпа шкул-интернатра вĕренекенсене эрешсен тĕрлĕ тĕнчипе паллаштарать. Шурă пусмана эрешсемпе илемлетесси, чăваш тĕррине тĕрлесси – аслăрах классенче пĕлÿ илекенскерсемшĕн хăнăхнă ĕç. Тухья та, сцена çине тухмалли тумсем те хатĕрлеме пултараççĕ ачасем. Вĕсен хăшпĕр ĕçĕсене куравсене тăратаççĕ е тĕрлĕ шайри конкурссене яраççĕ. Çĕвĕ ĕçĕпе Пĕтĕм Раççейри регионти тапхăрĕнче унăн вĕренекенĕ Е.Смелова иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Ытти конкурссенче те палăракансем пур.

Оксана Петрова вĕрентекен профессийĕ питĕ яваплă ĕç пулнине тахçанах туйса илнĕ. Пурнăçран кая юлмалла маррине, çавăнпа та тăтăшах вĕренмеллине лайăх пĕлет. Ĕçре те çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшать.

Юрий КОРНИЛОВ.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика