Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр пурăннин вăрттăнлăхĕ – ырă кăмăл

08 октября 2016 г.

Кĕçнерникун, октябрĕн 6-мĕшĕнче, Кÿлхĕрринче пурăнакан Елизавета Егоровна Родионова 100 çул тултарчĕ

Çак çула кашниех çитме ĕмĕтленет, анчах та темшĕн Турри пурне те вăрăм ĕмĕр пиллемест. «Пирĕн анне ырă  кăмăллă çын, унран нихăçан та сивĕ сăмах илтмен, темĕнле йывăр пулсан та тарăхнине курман. Çакă ĕнтĕ ăна 100 çула çитме пулăшнă та», – терĕ Елизавета Егоровнан Украинăри Донецкран килсе çитнĕ Лена хĕрĕ.

Елизавета Егоровна нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, анчах та вунă пĕртăванĕнчен ыттисене нихăшне те вăрăм ĕмĕр пÿрмен.

Елизавета Егоровнан та шăпи çăмăл килмен. Мăшăрĕ, Иван, ялти паллă купăсçă, хаваслă та ырă кăмăллă çын пулнă. Пилĕк ачана кун çути панă вĕсем, ĕмĕр-ĕмĕр вĕсен телейĕшĕн ĕçлесе пурăнма ĕмĕтленнĕ.

Анчах та кăмăл хавхаланăвне тискер вăрçă татнă. Ивана фронта илнĕ. Ытти пин-пин совет салтакĕ пекех шăпи синкерлĕ вăçленнĕ унăн – 1942 çулта пуçне паттăррăн хунă. Ку чăтайми хуйха пĕчĕк хĕрĕн ăнсăртран вилĕмĕ пушшех йывăрлатнă. Каярахпа Елизавета Егоровна тата тепĕр ачине çухатнă.

Юратнă мăшăрне сутман вăл – йывăр пулин те урăх çемье çавăрман. Пĕтĕм вăй-халне, юратăвне виçĕ хĕрĕн телейĕшĕн хывнă. Çĕньял Хапăсра пурăнакан пĕр хĕрĕ, Римма, çитес çул 80  тултарать. Лена Донецкра, Галя Одессăра пурăнаççĕ.

Елизавета Егоровнан çирĕплĕхĕнчен ял çыннисем те тĕлĕннĕ. Пÿрт-çуртне те хăех çавăрнă вăл. Ĕмĕр тăршшĕпе колхозра вăй хунă. Тăрăшулăхĕшĕн сахал мар Хисеп хутне, пуçлăхсен тавне тивĕçнĕ. Нихăçан та больницăна çÿремен, ачисене те килтех, хăй тĕллĕнех çуратнă иккен.

Халĕ вăл мăнукĕн, Татьянăн, çемйипе пурăнать. Тĕрĕссипе, Елизавета Егоровна мăнукне хăех пăхса ÿстернĕ. Ватă çынна паян сакăр мăнукĕ, виçĕ кĕçĕн мăнукĕ тата вĕсен икĕ ачи куç тулли савăнтараççĕ. Ачасене юратать вăл, юбилейре те акă кĕçĕн мăнукĕн, Сашăн, тăватă уйăхри пепкине, Глеба, ăшшăн хăй çумне пăчăртарĕ.

– Эсир – ыр кăмăллăх, ĕçченлĕх, таса чунлăх тĕслĕхĕ. Йывăр вăхăтра тăван колхоз, район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Тавах сире, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, юбиляра Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне тыттарнă тата çирĕп сывлăх суннă май.

Калинино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова Елизавета Егоровнана тутăр çыхса ячĕ.

Юбилярăн чунĕ тăванĕсен, хăнасен ытамĕнче пушшех ăшăнчĕ. Пурнăç тăршшĕпех юрлама юратнăскер, халĕ те пĕр-ик такмака уççăн шăрантарчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика