Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕри апатсăр вĕренÿ те хавассăр

08 октября 2016 г.

Шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтерессине районта пысăк тимлĕх уйăрнă.

Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова пĕлтернĕ тăрăх, вĕренÿ организацийĕсенчи ачасем 100 проценчĕпех шкулта вĕри апат çиеççĕ.

Юлашки çулсенче шкул столовăйĕсем самаях çĕнелчĕç. 12 шкулта акă пищеблоксене модернизациленĕ, мĕнпур шкулта оборудование çĕнетнĕ.

2014 çултанпа Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсенче апатшăн электронлă майпа – пÿрнесен сисĕмлĕхĕпе – тÿлесси ĕçе кĕнĕ. 1-мĕш шкулта терминала «Шкул ачисене сывă апатланас культурăна йĕркелессипе пулăшасси» программăпа вырнаçтарнă.

Ачасен кунне икĕ хутчен апатланма май пур. Хаксене илес пулсан, ирхи апат хакĕ 15 тенкĕрен тытăнать. Кăнтăрлахи – 25–50 тенкĕ.

Палăртмалла, пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ йышлă çемьесенчи ачасене тÿлевсĕр апатпа тивĕçтереççĕ. Ку тăкаксене «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафонĕнчен пухăннă укçапа саплаштараççĕ.

Çавăн пекех инвалид-ачасене, районти шкулсенче вĕсем 40-е яхăн пĕлÿ илеççĕ, кунне икĕ хутчен тÿлевсĕр çитереççĕ.

Светлана

ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика