08 октября 2016 г.
Калининăри «Çутă кайăк» ача садĕнче ĕçлекен Светлана Марковапа ĕç вырăнĕнче паллашрăмăр.
– Ача садне улттăра çитетĕп. Ирхи саккăр çурă валли апат хатĕр пулмалла. Шăп çав вăхăтра пĕчĕкскерсем сĕтел хушшине вырнаçса лараççĕ, – терĕ Светлана Михайловна.
Ача-пăча садне çÿрекенсене лайăх пăхаççĕ. Витаминлă апат-çимĕç çитерессине уйрăмах тĕпе хураççĕ, ара пĕчĕкскерсен ырă-сывă çитĕнмелле-çке.
Светлана Михайлова Калининăри «Çутă кайăк» садикре 35-мĕш çул вăй хурать. Опычĕ çителĕклех. Кунти ĕç вырăнне килĕштернĕ те – урăх çĕре кайма шутламан.
Вăл Пайăкра çуралнă. Чăрăшкас Хирлеп, Калинино шкулĕсенче вĕреннĕ. Вуннăмĕш класс пĕтерсен, апат-çимĕç пĕçерме юратаканскер, Шупашкарти кулинари училищине кайса пăхма шут тытнă. Ĕмĕтне пурнăçланă. Тус-юлташĕсем тилмĕрсен те хулана юлма килĕшмен, Калининăри ача садне килсе вырнаçнă.
Светлана Михайловна 19-та Авăрçырминчи Петрпа çемье çавăрнă. Калининăна пурăнма куçнă. Вунă çултан Вăрнарта хваттер туяннă. Пĕр хĕрпе ывăла кун çути парнеленĕ. Халĕ ачисем иккĕшĕ те пурнăç çулĕ çине тăнă. Кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕ.
– Шел пулин те, çывăх çыннăм 1980 çулта мотоциклпа аварие лексе хытах суранланчĕ. Çурăм шăмми аманнă хыççăн утса çÿрейми пулчĕ. Çавăнтанпа килтен ниçта та тухаймасть. Пĕрремĕш ушкăнри инвалид. Мăшăрăма пăхатăп, унăн чунри ыратăвне хамăн ăшăлăхпа сирсе яма тăрăшатăп, – каласа кăтартрĕ С.Маркова.
Ĕçре ÿркенменскер, киле çитсен те ахаль лармасть, кил-çурт таврашне тирпейлет, тутлă апат-çимĕç пĕçерет.
«Çутă кайăк» сада ялан хавхаланупа килет. Пĕчĕк ачасем ăна çĕнĕ вăй-хал параççĕ, савăнăç кÿреççĕ. Чуна çывăх ĕç киленĕç парнелет.