08 октября 2016 г.
Çăлавçăсемпе пушарнăйсене чĕнмелли телефон номерне кашни çыннăнах пĕлмелле. Инкеке лексен «01» номерпе (карас телефонĕнчен – «101») шăнкăравласан этем хăйĕн тата тăванĕсен пурнăçне çăлса хăварма пултарать.
Шел, тепĕр чухне шÿтлес текенсем те çак номерпе шăнкăравлаççĕ. Çăлавçăсем сигнал пулсан пĕр минутра пуçтарăнса çула тухаççĕ, вырăна çитсен тин синкер пирки пĕлтерни суя иккенне пĕлеççĕ. Çакнашкал шăнкăравсене пула ресурссем усăсăр тăкакланаççĕ, пушар машини те пустуях çула тухать. Çав вăхăтра чăнласах та инкеке лекнисем кирлĕ пулăшусăр юлас хăрушлăх пысăк.
Хальхи вăхăтра çакнашкал шÿтлекенсене тупса палăртса вĕсен айăпне ĕнентересси питĕ ансат – çăлав службин диспетчерĕсемпе мĕн калаçнине йăлтах çырса пыраççĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ ашшĕ-амăшне хăйсен ачисене суя шăнкăравсем тума юраманни пирки ăнлантарма сĕнет. «Практика кăтартнă тăрăх, вырăнсăр шÿт çемьешĕн хакла ларать. Аслисен хăйсен те çак меслетпе усă курмалла мар. Çул çитнĕ граждансене штраф тÿлеттерме çеç мар, уголовлă майпа явап тыттарма та пултараççĕ», – теççĕ специалистсем.