Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сăрă» шалу йывăрлăхсем кăларса тăратать

08 октября 2016 г.

Патшалăхăн тĕп саккунĕнче – Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче, «Ĕçлес пултарулăхпа кашни хăй пĕлнĕ пек хуçаланма пултарать», –  тесе гарантиленĕ май, ĕç паян ирĕклĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсен кăтартăвĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра 2 пин предприяти-организацире 15 пин ваканси пур. Производствăна тăтăшах çĕнетсе пынипе тата кадрсем улшăнса тăнипе пĕрлех вакансисем пушă пулнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри паянхи обществăра анлă сарăлнă сезонлă тата вахтăллă миграци пулса тăрать. Хăшпĕр çын хăйĕн кăмăлне кура пĕр вырăнта тĕпленсе ларма юратмасть, çав шутра – ĕçре те. Çамрăксене Раççейĕн инçетри çĕрĕсем илĕртеççĕ.

Ĕçлекенсене те, ĕçлеменнисене те палăртмалли икĕ меслетлĕх пур, ĕçсĕрлĕхе вĕсем тĕрлĕрен хаклаççĕ.

Вăй хуракан граждансен йышне МОТ меслетлĕхĕпе шута илмешкĕн статистика органĕсем халăх хушшинче уйăхсерен ыйтăм ирттереççĕ. Пĕтĕмлетĕвĕсене демократилле майпа – çынсен хуравне тĕпе хурса – хатĕрлеççĕ. Çавна май вĕсем чăнлăхпа пĕр килмесен те пултараççĕ. Ансат мар 90 ыйтăва статистика органĕн опытлă специалисчĕсем кăна хуравлама  пултарассăн туйăнать.

Раççейĕн ĕçлев çинчен калакан саккунĕсем тăрăх, ĕçсĕр çын статусне вырăн шыракансем тата чăннипех вăй хурас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органне пыракансем тивĕçеççĕ. Унта вĕсене суйламалăх ваканси сĕнеççĕ, специальноçпа пĕр килекен ĕç пулмасан е професси çук-тăк мĕне пултарнине уçăмлатмашкăн тест тĕрĕслевне кайма, ĕç рынокĕ ыйтакан профессие тÿлевсĕр вĕренме май пуррине пĕлтереççĕ. Ĕç шыранă тапхăрта вĕсене 4900 тенкĕ таран пособи тÿлеççĕ. Чăн та, хăйсенчен те çирĕп ыйтаççĕ, регистрацире тăракан гражданинăн тÿлевлĕ ĕç пурнăçлама юрамасть, енчен те çакна  тупса палăртсан патшалăхран ултавлă майпа илнĕ пособи укçине тавăрса пама тивет. Унăн сумми пĕр пин тенкĕрен иртсен  уголовлă ĕç пуçарма пултараççĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра официаллă йĕркепе ĕçсĕр 4949 çынна  регистрациленĕ, шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ çулталăкра вăтамран 0,7 процентпа танлашать.

Ĕçлев службин органĕсенче регистрациленмен граждансен социологи ыйтăвĕсене хуравланă чухне хăйсем вăй хунине пытарма кирлех те мар. Хăшĕ-пĕри саккуна пĕлменнипе тĕрĕссине пĕлтересшĕн мар пулĕ. Харпăр хăй хуçалăхĕнчен илнĕ тупăшран, сăмахран, пилĕк ĕнерен е çĕр сурăхран илнĕ усламран, тĕрĕссипе, налук тытмаççĕ вĕт. Чăваш енре ялта пурăнакан кашни виççĕмĕш çемье вара хăй хуçалăхне аталантармашкăн патшалăхран çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çавна май хуçалăх членĕсене кăна мар, тăванĕсене, тепĕр чухне кÿршĕсене те ĕçпе тивĕçтерме пултараççĕ. Çу кунĕсенче пускиле утă çулса типĕтме пулăшни те ĕçлев шутланать.

Официаллă йĕркепе организацире ĕçлемен хула çыннисене илес-тĕк, вĕсенчен чылайăшĕ ĕçлевĕн вăрттăн формипе усă курать.

Хăйсем ĕçленине пытаракансен çакна асра тытмалла, «сăрă» шалу саккунпа килĕшсе тăманнипе пĕрлех çыннăн социаллă прависене те хĕсет. Сăмах чи малтанах укçана «конвертпа» илекенсем социаллă тÿлевсĕр юлни çинчен пырать. Тĕслĕхрен, кану ÿсĕмне çитсен тивĕçлĕ пенси илеймеççĕ, вăхăтлăх ĕçлейменнишĕн паракан пособин пĕр пайне çухатаççĕ, ĕçсĕрлĕх тата ачапа ларнă тапхăрти, штата чакарнипе тухса кайма тивнĕ чухнехи пособисемсĕр юлаççĕ. Шалăва «конвертпа» илме килĕшекен çынна банк учрежденийĕнчен кредит илмешкĕн, лавккаран кĕтмелле тавар туянмашкăн кансĕр. Унашкаллисем патшалăх паракан çăмăллăхсене туллин тивĕçеймеççĕ, хваттер туянсан, пĕлÿ учрежденийĕнче тÿлевлĕ вĕренсен е медицина пулăшăвне укçалла тивĕçсен НДФЛ тĕлĕшпе налук çăмăллăхне илеймеççĕ.

Республикăри ĕçлев службин органĕсем çынсене «киле пырса ĕç сĕнеççĕ». Асăннă тытăмăн мобильлĕ офисĕсем аякри ялсене тухса çÿреççĕ, кустăрма çинчи хăтлă пÿлĕмре çынсене вакансисен банкĕпе паллаштараççĕ. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, республикăри ытти хулара вакансисен переченьне Перекет банкĕн йышлă çÿрекен çĕрти банкомачĕсенче вырнаçтарнă. Ĕç рынокĕн паянхи условийĕсенче, вакансисен шучĕ ĕç шыракансен хисепĕнчен 3 хута яхăн пысăкрах чухне ĕçлев ыйтăвĕ пирки тĕрĕс мар хуравлакан пуррине ĕненме йывăр.

Ĕçлĕ пулни чăннипех пайталлă. Мăшăрĕн шалăвĕ е ватă ашшĕ-амăшĕн пенсийĕ шучĕпе пурăнакан  çын чылай чухне çывăх çыннисене хăй кÿршĕсемпе, влаçпа – мĕн пытармалли – пĕтĕм  тĕнчепе кăмăлсăрланнине пĕлтерсе йăлăхтарса çитерет. Саккунлă йĕркепе шалу илсе тăракана вара кÿршисем, тусĕсем хисеплеççĕ, чи пĕлтерĕшли – хăйне хисеплет вăл. Çакă вара вăй-хал хушать, кăмăл-туйăма çирĕплетет. Ăна ыттисем шанаççĕ, пысăк должноç, сумлă гонорар сĕнеççĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика