Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене хĕненĕшĕн

08 октября 2016 г.

Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ Вăрнар районĕнчи 42-ри хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна çула çитмен ачасене асап кăтартнăшăн айăплă тесе шутлаççĕ.

Хĕрарăм ниçта та ĕçлемест. 2012 çулта вăл виçĕ ют ачана хăй çемйине илнĕ, анчах та вĕсене юратупа ăшăтас вырăнне пĕрре мар хĕненĕ. Ачасене – 1999 тата 2004 çулсенче çуралнă хĕрачасене, 2005 çулта çуралнă арçын ачана – ременьпе, хĕрсене çÿçрен сĕтĕрсе «тăн кĕртнĕ», килкартинчи пилеш туратне илсе пăрахманшăн, тумтире вараланăшăн, ыйтмасăр пĕр татăк кăлпасси çинĕшĕн, шкулти тĕрĕслев ĕçĕшĕн япăх паллă илнĕшĕн, икĕ кăвакал чĕппи ăнсăртран вилнĕшĕн тата ытти кирлĕ-кирлĕ мар сăлтавшăн.

Юлашкинчен икĕ кĕçĕн ачи чăтайман, черетлĕ хутчен «патак çинĕ» хыççăн килтен тухса тарнă, çветтуй çăлкуç патĕнче пытаннă, вĕсене полици ĕçченĕсем тупнă. Аслă хĕрачи Шупашкарти ятарлă вăтам пĕлÿ  паракан организацийĕнче вĕреннĕ.

Следстви вăхăтĕнче ачасене йышăну çемйинчен туртса илсе тăванĕн хÿттине панă. Уголовлă ĕç малалла пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика