01 октября 2016 г.
Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче кăларнă 131-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн урăх ĕçе куçнă май Альбина Егорована Чăваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин должноçĕнчен хăтарнă.
Юнкунах алă пуснă 132-мĕш указĕпе Сергей Павлова Чăваш енĕн çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн должноçĕнчен хăтарнă. Ун тĕлĕшпе те сăлтавĕ çÿлерех асăнниех – «урăх ĕçе куçнă май».
133-мĕш указĕпе Александр Коршунова ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама уйăрса лартнă. Указсем вĕсене алă пуснă кунран вăя кĕнĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче кăларнă 134-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашĕпе çыхăнса ĕçлессине тивĕçтерес тĕллевпе республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне – ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçине Юрий Васильева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи полномочиллĕ представителĕ пулма çирĕплетнĕ.
Хăйĕн 135-мĕш указĕпе Михаил Игнатьев Надежда Прокопьевана, урăх ĕçе куçнă май, ЧР юстици министрĕн должноçĕнчен хăтарнă.