01 октября 2016 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕнчен граждансене çара илессипе кĕрхи призыв пуçланать. Çавна май Раççей следстви комитечĕн республикăри управленийĕ службăран пăрăннăшăн преступленисемпе çыхăннă уголовлă ĕçсене тишкернĕ.
Пĕлтĕр Чăваш енре салтак аттине тăхăнассинчен тарса çÿренĕ вунпĕр çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. 2011–2015 çусенче 110 çынна явап тыттарнă.
Кăçал призывник-таркăнсем тăххăрăн пулнă. Вĕсем тĕлĕшпе ĕçсене суда ярса панă. Палăртма кăмăллă, пирĕн районта кунашкаллисем пулман – каччăсем хăйсен тивĕçне туллин ăнланни савăнтарать.
Ытти çулсенчи пекех преступленисем призывниксем повесткăпа Чăваш ен çар комиссариачĕн территорири пайĕсене пыманнипе çыхăннă. Сăмахран, Тăвай районĕнчи пĕр çамрăк 6,5 çул тарса çÿренĕ. Йĕпреç районĕнчи каччă вара повесткăна алла илме килĕшмен, военкомата та кайман. Тĕпрен илсен хăйсем çар службинчен пăрăннине çамрăксем «армине каяс килменнипе», «укçа-тенкĕ çитменнипе ытти регионсене ĕçлеме тухса çÿренипе» çыхăнтарнă.
Суд кунашкаллисем çине штрафсем хурать. Ун виçи – 20 пин тенкĕрен пуçласа 150 пин тенкĕ таран. Анчах та манмалла мар – уголовлă явап тыттарни çар тивĕçне пурнăçлассинчен хăтармасть. Штрафсене тÿлемесен айăплав çирĕпрех те пулма пултарать, вăл шутра – ирĕкрен хăтарма та.
Светлана ЧИКМЯКОВА.