01 октября 2016 г.
Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕнче тăнăранпа Вениамин Сорокин иккĕмĕш кĕнеке кăларчĕ. Вĕсен хăйнеевĕрлĕхĕ – иккĕшĕ те тÿреммĕн автор кун-çулĕпе çыхăннă япаласем. Сăввисем юратушăн юрлаççĕ, тус-юлташлăха мухтаççĕ, çынпа çын, ял-йыш чăвашла çапла нимелле çураçса-çырлахса пурăнма кирлине астутараççĕ. «Кашкăр çулĕнче» Сорокинсен йышлă ратни-таврашĕ сăнарланнă.
Пултаруллă ĕçлĕ çынсем, тавçăруллă, ăслă-тăнлă ăстасем куç умне тухаççĕ. Повеçре çутçанталăк тĕнчи питĕ илемлĕ, çÿçентернĕ самантсенче те кăмăла хускатать, шухăша путарать. Чĕрчун тĕнчи – кашкăрсем таранах. Хăй çулĕпе çÿренĕ кашкăр кĕтĕвĕ ачапчана тивмен иккен. Этем тени чĕрчун тĕнчине пĕлнĕ, пĕр-пĕрне усал туман. Çав иртнĕ саманара çыншăн çын – тус, юлташ теттĕмĕр, халь – кашкăр теме пуçларăмăр. Кашамана тухса, хамăрăн кашкăр çулĕ çине тăрас марччĕ. Автор çавна та асăрхаттарасшăн пулас.
Ентеш-çыравçăсем повеçе вăл хаçатра пичетленсе пынă майăнах хаклама ĕлкĕрчĕç. Акă, кĕнеке пуçламăшне кĕртнĕ пĕр-ик рецензи йĕркисем.
«Кĕнеке ячĕ мана тÿрех кăсăклантарчĕ. Мĕншĕн «Кашкăр çулĕпе»? Кашкăр – тискер, этеме сиен кÿрекен чĕрчун. Эппин, мĕншĕн ун çулĕпе утмалла? Анчах вуланăçемĕн хуравĕ хăех тупăнчĕ. Кашкăр çулĕ автор пурнăçĕпе тÿреммĕн çыхăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем Вениамин Сорокин чĕринче тарăн йĕр хăварни, сахăр катăкĕ алла çăмăллăн лекменни кĕнекене вулама пуçласанах сисĕнет. Ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалать. Пепкисене амăшĕ хăй хÿттине илет. Çĕр çинче ырми-канми ĕçленĕ вăхăтра та вăл ачисене ăс пама манмасть. Хăй тĕслĕхĕпе малалла пуçа усмасăр талпăнса пурăнма, аслисене хисеплеме, Тăван çĕршыва, тăван тавралăха, тăван çыннисене, юлташĕсене юратма, кирлĕ чухне пулăшу пама, чунпа-чĕрепе таса çын пулма вĕрентсе ÿстерет.
Чуна хускатакан тепĕр самант вăл – автор аслисене хисеплени, вĕсем каланине асрах тытни, манманни. Ачисене те çапла пулма вĕрентсе ÿстерни. Паянхи кун ачасем аслашшĕ-асламăшĕсене çеç мар, ашшĕ-амăшне те хисеплемен тĕслĕхсем сахал мар тĕл пулнă вăхăтра, ку питĕ хаклă ен. «Кашкăр çулĕпе» кĕнеке автобиографилле пулин те, кунта пирĕн районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çынсен, Анатолий Емельяновăн, Леонид Тянговăн, Воля Ивановăн, ыттисен шăписем те, район историйĕ те пур. Çакă, паллах, çамрăк ăрушăн пысăк парне. Хамăр несĕлсен ĕçне-хĕлне асра тытма пулăшĕ» (Улькка ЭЛЬМЕНЬ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ).
«Кашкăр çулĕпе» повеçе алăран ямасăр шĕкĕлчесе тухрăм. Таçтан, пÿрне вĕçĕнчен ĕмсе кăларнă сăнарсем мар, çыравçă хăй курса-туйса, тÿссе ирттернĕ самантсем унта. Тăван тавралăх илемĕ, унăн ырă çыннисем, юрату авăрĕнчи телейлĕ вăхăтсем тата каварлăхпа çухатусем, кил туртăмĕ тата килпетсĕр кин вăрттăнлăхĕ, вăрçă ачисен нуши-терчĕсем, салтак тивĕçĕпе çар мухтавĕ, хура армутиллĕ Чернобыль ахрăмĕ, чунсăр çынсем аслă çĕршыв хăватне аркатса хăварнин асапĕпе чун ыратăвĕ... Йывăрлăхсенчен хăраман, нихăçан та пуçа усман пирĕн чăваш халăхĕ – ВенСОР калавĕсем ĕçченлĕхе, тасалăха мухтаççĕ, ăс-хакăл анлăшĕпе чун çÿллĕшне ырлаççĕ, тăванлăха упрама чĕнеççĕ» (Валерий КОШКИН, Иван Ивник тата Анатолий Емельянов ячĕллĕ премисен лауреачĕ).
Çĕнĕ кĕнекене районти чылай библиотекăсене çитернĕ. Авторĕпе тĕл пулусем те иртрĕç. Авторĕпе вулакансен конференцине ирттересшĕн.
Михаил ВАСИЛЬЕВ,
Раççей Писательсен союзĕн членĕ,
Çемен Элкер, Иван Ивник, Анат. Емельянов ячĕллĕ премисен лауреачĕ.