Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç телей парнелет

01 октября 2016 г.

Калинино шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Антонина Вениаминовна Васильева хăй мĕн пĕлнине ачасем патне çитерме тата вĕсене çирĕп ăс пама тăрăшать. Унран мĕнле майпа педагог профессине суйласа илме шутларăр тесе ыйтсан, сăпайлăн çапла хурав пачĕ: «Чун ыйтнипе».

Аçăмçырми шкулĕнче пĕлÿ илнĕ вăхăтра хăйĕн умне тĕллев лартнă: лайăх вĕренмелле, мĕнле те пулсан вĕрентекен профессийĕпе пурнăç çулне малалла тăсмалла. Вăл çутă ĕмĕте пурнăçлать: ялти шкулта саккăрмĕш класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педагогика училищин студенчĕ пулса тăрать. Ăс-хакăла, тавракурăма кунсерен пуянлатать. Училищĕне ăнăçлă пĕтерет те Аçăмçырми шкулĕнче ĕç биографине пуçлать. Вăхăт малаллах шăвать. Шăпа Калининăри ача çуртне илсе çитерет. Кунта та Антонина Васильева ачасенчен уйрăлмасть, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ парать. Хăй суйласа илнĕ профессие чун-чĕререн юратнăран ывăнма та пĕлмест. Çавах та ăна аслă пĕлÿ илес шухăш канăç памасть. Вăл 1977 çулта Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика инситутне физикăпа математика факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Анчах та унăн ку предметсемпе ачасене вĕрентме май килмест, мĕншĕн тесен çамрăклах кĕçĕн классене пĕлÿ пама пуçланăскер паянхи кун та 1–4-мĕш классемпе ĕçлет. «Вĕрентекен профессийĕнче нумай вăрттăнлăх упранать. Предмета лайăх пĕлни, вĕренекенсене кирлĕ пĕлÿ пани анчах мар, вĕсен чун-чĕри патне çул тупма пĕлмелле. Çавăн чухне кăна ачасен юратăвне çĕнсе илме пулать», – терĕ Антонина Вениаминовна.

Вăл халĕ утмăлта. Çавах та, тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те, пурнăçпа тан утать. Унăн мăшăрĕ Николай Васильев та шкулта ĕçленĕ, районти вĕренÿ пайне ертсе пынă, Вăрнар училищин директорĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Унпа 39 çул пĕрле пурăнаççĕ. Виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Пурте аслă пĕлÿллĕ: пĕри педагогика университетĕнче преподавательте ĕçлет, иккĕшĕ вара юрист. «Манăн мăшăрăн çемйинче пурте тенĕ пекех педагогсем. Эпир пĕр-пĕрне ялан ăнланнă. Çавăнпа та йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе пынă. Ачасене тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратрăмăр. Пурнăç юлташĕпе – Николайпа – халĕ те кун-çул сукмакĕпе юнашар утатпăр. Иксĕмĕр те ачасен тĕревне туятпăр. Эпĕ те, вăл та пурнăçа педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн ÿкĕнместпĕр. Хыçра – ырă самантсем кăна. Çут тĕнчене тепĕр хут çуралса килес пулсассăн та учитель профессине суйласа илĕттĕм», – тет А.Васильева.

Юратнă ĕç енне чун туртнă, çавăнпа тăрăшулăх кăтартнă. Унăн вĕрентÿ ĕçĕнчи хастарлăхне асăрхамасăр тăман. Ахальтен мар тĕрлĕ Хисеп грамотисемпе чысланă. Чи хакли  вара уншăн – Раççей Федерацийĕн  вĕрентÿ министерствин Хисеп грамоти. Антонина Вениаминовнан педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç тажĕ – 41 çул. Вĕсенчен 29 çулĕ Калининăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулпа çыхăннă. Хăй вăхăтĕнче республикăри «Тантăш» хаçатпа тачă çыхăну тытнă. Çавна май шкулта  вĕренекенсене те заметкăсем çырма хăнăхтарнă. Халĕ те, унчченхи йăлана асра тытса, пĕр-пĕр уяв тĕлне стена хаçачĕ кăларас ĕçе йĕркелет.

А.Васильева уроксем вĕçленсен те киле кайма васкамасть, виççĕмĕш класс ачисемпе тĕрлĕ темăпа калаçусем ирттерет. Вĕсене музейсене илсе каять. Йĕпреçри бассейна çитсе килме те вăхăт тупаççĕ.

Опытлă педагога Калининăри шкулта ĕçлеме килĕшет. Чи пахи уншăн – вĕренекенсен юратăвĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика