Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуняма

01 октября 2016 г.

Хунямана апай темелле е ячĕпе чĕнсен лайăхрах? Эпĕ качча тухсан тепĕр куннех хунямана апай терĕм, мĕншĕн тесен мăшăрăм ăна çавăн пек чĕнет. Хунямана ку килĕшрĕ пулас, мана ыталаса илчĕ. Пурăна киле хуняма мана ытларах юратма тытăнчĕ.

«Кин, эсĕ килмесен, эпĕ ывăла киле кĕртместĕп», – тетчĕ. Тăвансем патне хăнана кайсан та мана кĕрекене малтан ларма хушатчĕ. Хисеплени – хире-хирĕç ырă ĕçсем туни, пулăшни, хĕрхенни. Хăвăн аннÿне мĕнле хĕрхенетĕн, хунямуна та çавăн пекех хĕрхен. Хуняма – иккĕмĕш анне. Хăвăн аннÿ валли парне илтĕн пулсан, хуняму валли те çавнах туян.

Килти хуçалăхра  ĕç темĕн чухлех: утă çулмалла, çĕрулми кăлармалла тата ытти те. Ан ÿркен – пулăш. Енчен те хуняма чирлерĕ пулсан, чун-чĕререн хĕрхенсе пулăшма васка. Çакăн пек пурăннă эпир хунямапа. Вăл питĕ тирпейлĕ, кăн-кăвак куçлă, сăнама юратакан, пурăнма пĕлекен çын пулнă. Юлашки вăхăтра ăна хамăр пата, Вăрнара, пропискăна тăратрăмăр, пурăнма илсе килесшĕнччĕ. Анчах вăл, сахăр чирĕпе чирлекенскер, килте пĕччен чухне вилĕм аллине лекнĕ. Пурăннă пулсан, кăçал вăл 102 çул тултаратчĕ. 27 çул çитрĕ ĕнтĕ вăл пирĕнтен уйрăлса кайни.

Манăн мăшăрăм, пурăннă пулсан, ноябрĕн 2-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. 35 çул çитрĕ вăл пирĕнпе марри. Анатолий Степанович Малов хуняман аслă ывăлĕ пулнă, ун хыççăн – Володя, кĕçĕнни – Римма. Володя пĕчĕк чухнех вар-хырăм чирĕпе вилнĕ. 1942 çулта вĕсен ашшĕ, Степан Тимофеевич Малов, вилнĕ тесе фронтран хут килнĕ. «Хыпарсăр çухалнă» тесе пĕлтернĕ. Пуçран йывăр япалапа çапнăн туйнă. Ман хуняма вăрçă вăхăтĕнче Мачамăшра, виçĕ пĕчĕк ачапа, йывăрлăхра тăрса юлнă: Толя – пиллĕкре, Володя – иккĕре, Римма анчах çуралнă, хăй – 27 çулта.

Пÿрте хутса ăшăтма вутти çук, укçи те çук. Вăрçă вăхăтĕнче çав йывăрлăхсене курнă, чăтнă, колхозра ĕçленĕ, тÿснĕ, ачасене пăхнă.

Анна Ивановна – манăн хуняма – колхозра ĕнесем патĕнче ĕçленĕ. Хĕрĕ Римма та çитĕнсен пăрусем пăхнă. Халĕ Римма Степановна Шупашкарта пурăнать. Электроаппарат заводĕнче ĕçлесе пенсие тухнă, слесарь-сборщица пулнă. Вăл питĕ ĕçчен çын, тирпейлĕ, ăслă, январьте 75 çул тултарчĕ. Эпир унпа 53 çул ĕнтĕ пĕрле хутшăнса, килĕштерсе пурăнатпăр. Эпĕ те, вăл та пĕр-пĕрне сив сăмах каламан. Нумай пурăн, Римма тăванăм, сывлăху çирĕп пултăр. Эсĕ анчах халĕ мăшăрăм çемйинчен.

Халĕ пирĕншĕн, пенсионерсемшĕн, пурнăç лайăх, пурнăçа юрататпăр, пенси вăхăтра илетпĕр, вăрçă анчах ан пултăр – пĕр-пĕрне юратса, пулăшса, ырă сунса пурăнмалла çеç. Турра яланах асра тытмалла, хамăра пенси паракансене тав тумалла. Юлашкинчен çапла каласшăн: «Йывăр тăпру çăмăл пултăр, хуняма – Анна Ивановна».

Эмма МАЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика