01 октября 2016 г.
Чăваш енре кăçал ,ç çыннин çулталăкĕ иртнĕ май хамăн шухăша уçасшăн. ,ç çыннин пĕрремĕш палли çитмĕл çула çитичченхи пархатарлăх. Ку шухăшпа тăватă çул каяллах пичете тата Чăваш наци радиовне тухнăччĕ. Тĕслĕх вырăнне Çавалкасри Кустинсене, Виноградовсене, Капитоновсене илнĕччĕ. 2015 çулта кил хуçи арçынĕсем 70 çул тултарчĕç, мăшăрĕсем те вĕсенчен юлмаççĕ.
Пĕлтĕрхи пĕр ĕç кунне илсе кăтартасшăн. Ирхи ултă сехетре пĕр арçын урама сĕт витрисемпе тухса тăнă. Мăшăрĕ ĕнесене килкартишĕнчен хăваласа тухрĕ. Хыççăн пăрусене курăклă вырăна кайса кăкарчĕ. Апатланса илсен каллех ĕçе пикенчĕç. Мăшăрсем çу каçиччен выльăха хĕл каçарма утă хатĕрленĕ, анкартинче кăшман йăранĕсем. Хам пенсие тухнă хыççăн вĕсене вуннăмĕш çул куçран вĕçертместĕп. Иккĕшĕн ĕçне курсан çутă шанчăк çуралать.
Шел пулин те, çакăн пек тĕслĕхсем 100 çын пуçне иккĕ-виççĕ çеç. Пытармалли çук, халăхăн пĕр пайĕ наркăмăшлă шĕвекпе туслашнă. Çавăнпа 50–60 çулсенче вăйĕсем пĕтеççĕ. Тар кăларса ĕçлес вырăнне больница тăрăх çÿреççĕ. Масарсенче выртакансен 60–90 проценчĕ 65 çула та çитеймен пулĕ. Сăлтавĕ: чĕлĕм-сĕрĕм, виçесĕр эрех, наркотик. Пултаруллă çынсем килсе пылак хыптарасса шанатпăр. Историе аса илер-ха. Туполевсем, Королевсем, Рокоссовскисем...
Александр Невские, Пĕрремĕш Петĕре, Мининпа Пожарские, Суворова, Кутузова чĕртсе тăратсан кайса ÿкеççĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем сахал çухатупа çĕнтерÿ тунă. 70 çулчченхи пархатарлăхпа чылай ыйтăва татса пама пулать.
Хальхи пек 50–60 çула çитиччен тытăнса пынипе хамăра хамăр тăрантарса пурăнакан халăх пулаймастпăр. Паллах, çак сăмахсене аслăрах çулсенчисене чĕрĕлĕх кĕртес шутпа çыратăп. Фактсенчен аякка пăрăнаймастăн. Çĕршывра пĕр тенкĕлĕх тавар туса кăларнă пулсан, тăкакĕ – вунă тенкĕлĕх. Вакунĕ-вакунĕпе патшалăх укçи-тенки тăкăнчĕ. Патшалăх хăй çине илсе пире газ туртса килсе парать. Çав вăхăтрах Вăрнар районĕ газшăн миллионшар тенкĕ, Чăваш ен пĕр миллиард тенкĕлĕх парăма кĕрсе кайрĕ.
Ман шутпа, 70 çула çитичченхи пархатарлă çынсем эрехпе ашкăнни, аш-пăша ют çĕршывсенчен туянни ырри патне илсе çитерменнине лайăх ăнланаççĕ.
Паянхи куна çитмĕле çывхаракан çынсен пархатарлăхĕ пурах. Эпĕ вутă çине краççын сапаканни пуласшăн. Сывлăхĕ вара манăн çакăн валли çителĕклех. Эпир чылайăшĕ янттипе пурăнма хăнăхнă. Çавăнпа та кашнин ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çавалкас ял поселенийĕнче пĕр мăшăр Кустинсене, Виноградовсене, Капитоновсене пуçтарса, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнчен тата Чăваш наци радиовĕнчен ятарлă çынна явăçтарса, 70 çулхисен пĕрремĕш кăларăмне йĕркелесен аван пулмалла. Районти ытти поселенисем те ку ĕçрен аякка тăрса юлмасса шанатăп.
Манăн кĕсье телефонĕ – 89279928651. 70 çулхисен тĕпелне кĕркунне йĕркелемелле. ,ç-хĕле ноябрь–декабрь уйăхĕсенче Чăваш наци радиовĕ урлă пĕтĕмлетмелле. Манăн сĕнĕве район администрацийĕн яваплă ĕçченĕ ырласа йышăнчĕ.
Петр АРТЕМЬЕВ.
Вăрнар.