Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипран пур енлĕн сыхланар

01 октября 2016 г.

Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсен, гриппа, шăннипе пулакан, ытти чирпе аптăракансен йышĕ ÿсет. Епле сыхланмалла çак чиртен, мĕн тумалла чирлес мар тесен? Çакăн çинчен тата ытти ыйтусем çине хуравлама эпир республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена ЕГОРОВĂНА ыйтрăмăр.

– Елена Михайловна, грипп эпидемийĕ кăçал хăçан пуçланма пултарать тата чирлекенсен йышĕ сахалтарах пултăр тесен мĕн тумалла-ха?

– Грипп эпидемийĕ кашни çулах пулать. Роспотребнадзор специалисчĕсен  прогнозĕпе,  грипп  ытларах  чухне  декабрь – январь уйăхĕсенче  сарăлать. Çавăнпа та çынсем сахалтарах чирлеччĕр тесен, профилактика ĕçĕсене вайлатмалла тата грипран прививка тума ĕлкĕрмелле.

Пирĕн республикăра кăçалхи эпидеми сезонĕнче пĕтĕмпе 520 пин çынна, вĕсенчен 170 пин ачана, прививка тума палăртнă. Çапла майпа грипран республикăри çынсен 42 проценчĕ  хÿтĕленме пултарать. Республикăна çакăн валли «Совигрипп» вакцина, ачасем валли «Гриппол» илсе килнĕ.

Поликлиникăсенче  сентябрь  пуçламăшĕнчех çынсене прививкăсем тума пуçланă. Сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне 54902 ачана тата 161545 аслă çынна прививка тунă.

– Прививка тусан çын пачах та чирлемест-и?

– Прививка тутарнисенчен нумайăшĕ чирлемест е чире çăмăллăн ирттерсе ярать. Анчах прививкăна вăхăтра тумалла, эпидеми пуçланиччен пĕр-икĕ уйăх маларах. Çак вăхăт организмра грипп вирусне хирĕç  хÿтĕлеве (иммунитет) ĕçлеттерсе яма кирлĕ. Чир алхаснă вăхăтра вакцинациленин усси çук.

Кăçалтанпа грипран вакцинацилессине прививкăсен Наци календарьне кĕртнĕ. Ун  йĕркипе ку чиртен ача сачĕсене çÿрекенсене, шкул ачисене, студентсене, медицинăпа   вĕренÿ ĕçченĕсене тума палăртнă. Тата транспорт ĕçченĕсене, халăхăн йăла ыйтăвĕсене  тивĕçтерекен ĕçре тăрăшакансене те çак списока кĕртнĕ. Раççей  Минздравĕн хушăвĕпе   ку списока татах та анлăлатнă. Ача кĕтекен хĕрарăмсен, 60 çултан  аслăрах, чĕре-тымар, сывлав органĕсен чирĕпе, самăрлăхпа аптăракан çынсен, çар службин призывне  каякансен  прививка  тутармаллах.

Анчах чирленĕ вăхăтра тата аллерги  пур çынсене прививка юрамасть. Кун  пирки тĕплĕнрех хăвăра  сиплекен  врачпа  канашламалла.

– Мĕншĕн-ха грипа уйрăмах йывăр чир теççĕ, вăл ытти вирус чирĕсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

– Грипп чирне виçĕ тĕрлĕ вируссем пуçласа яраççĕ, А, В, С. Грипп ытларах А вирус ернипе пуçланать, иккĕмĕш вырăнта – В вирус ернипе. С вирус грипĕ вара ытларах çăмăл формăллă.

А вирус  ялан улшăнса тăнипе уйрăлса тăрать, çавăнпа çынсен çулсеренех грипăн çĕнелнĕ вирусĕсемпе кĕрешме тивет. Унсăр пуçне, çав вируссем пысăк  градуслă сивĕре те пĕтмеççĕ, çавăнпа чир эпидемийĕ анлă сарăлать, тăтăшах аталанать. Çак грипп уйрăмах йывăра кайнипе, ытти чире куçнипе хăрушă. Ытларах ачасемпе ватă çынсене, чĕрепе ÿпкен вăрах чирĕ пуррисене вăйлах амантма пултарать. Çавăнпа уйрăмах вĕсен хÿтлĕх  мелĕсене тимлĕ пăхăнмалла, вирус ерсен, тухтăра чĕнмеллех.

– Ăçтан тата мĕнле  ерет-ха çак чир?

 – Грипп чирлĕ çынран тата чире ура çинче ирттерекенсенчен куçать. Вĕсем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă чухне грипп вирусĕллĕ сурчăк 2 метртан пуçласа 10 метр таранах саланать. Çавăнпа ÿсĕрнĕ-сунасланă чухне çăвара сăмса тутрипе е салфеткăпа хупламалла. Организма вирус лекнĕренпе чирĕн малтанхи паллисем палăриччен 12–48 сехет иртет.

Грипп таса мар алă урлă та ерет. Çавăнпа хăвăр чирлесен, килте гриплă çын пулсан тата урамран кĕрсен, алла тăтăшрах çумалла.

– Грипп чирĕ мĕнле пуçланать, тата мĕнле  палăрать?

– Грипа ура çинчех ирттерекенсен е йывар чирлекенсен  чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, миокардита,  отита,  гайморита тата ытти чире те  куçма  пултарать. Ача кĕтекен хĕрарăмсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, гриппа чирленĕ хыççăн гинеколог патне каймаллах, пулас ачан сывлăхне тĕрĕслеттермеллех.

– Грипп çакланчех пулсан мĕн тумалла-ха?

– Енчен те чир çакланчех пулсан, тухтăр сĕннине çирĕп пăхăнса сипленмелле. Чир хĕрсе çитнĕ вăхăтра, вăй пĕтсен, шăнтса пăрахсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шĕвек нумай ĕçмелле, сĕткен, морс, чей  лайăх.  Хурлăхан,  хăмла çырлинчен, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ шĕвексем питĕ усăллă. Температура пысăк чухне тухтăр çырса панă эмелсене ĕçмелле.

Врач каламасăр антибиотик ĕçме васкамалла мар. Грипп вирусĕсем  антибиотиксене туйăмсăр. Унсăр пуçне вĕсем организма хÿтĕлекен усăллă микробсене вĕлереççĕ.

Тата  çакна  каласшăн, 38 градусран пĕчĕкрех температурăна чакармалла мар. Пысăк температура вируссемпе кĕрешекен организмăн хÿтлĕх реакцийĕ шутланать.  Температура хăпарсан, ăшă процедурисем – ванна, горчичник, грелка, ăшă чĕркени, банка лартни – ирттерме юрамасть. Çакна пула тата ытларах вĕрилентерме пултарать.

– Мĕнле майсемпе сыхланмалла  çак  чиртен?

– Прививкăсăр пуçне чир пуçланиччен е алхаснă самантра аскорбин кислотипе поливитаминсем, иммунитета ÿстерекен препаратсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахчаçимĕçпе  улма-çырла  çимелле. Ку вăл – лимон, мандарин, гранат, апельсин, чĕрĕ купăста  салачĕ.

Суханпа ыхра çинчен  вара  нихăçан  манмалла мар. Вĕсемпе  мĕн авалтанпах çынсем усă курнă, халĕ те пĕрремĕш вырăнта тăракан çимĕçсем. Пÿлĕмри вируссене пĕтерме  çимĕçсене  вакласа, савăт çинче тытмалла. Юрать пулсан, кашни кун  ыхран  пĕр шăлне çимелле.

Таса, уçă сывлăшпа сывлама тăрăшмалла. Кил-çурта, пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Уçă форточкăпа çывăрсан лайăхрах. Витĕр çил лекесрен вара, паллах, асăрханмалла. Паркра, вăрманта уçăлса çÿрени, утни ÿпкесене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирĕплетме пулăшать.

Респираторлă чирсем сарăлнă тапхăрта халăх нумай пулакан вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла. Урама тухиччен кашни кунах, сăмсана оксолин маçĕпе сĕрмелле. Чирлесен вара бюллетень илмеллех, тухтăр сĕнĕвĕсене асра тытса тимлĕн сипленмелле.

 Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн яланах тăрăшмалла. Тĕрĕс апатланни, физкультурăпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни сире грипран кăна мар, нумай чиртен сыхласа хăварĕ.

– Калаçушăн тав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика