24 сентября 2016 г.
Пирĕн ентешĕн, Çĕрпел тăрăхĕн çыннин, Иван Дубановăн «Водоемы Чувашии» кĕнеке-альбомĕ Пĕтĕм Раççейри «Малая Родина» регионаллă тата таврапĕлÿ литературин XII конкурсĕн лауреачĕ пулса тăнă. Паллă таврапĕлÿçĕ «Тăван çĕршыв сăнарĕ» номинацире палăрнă.
Кĕнекене Чăваш кĕнеке издательствинче пĕлтĕр пичетлесе кăларнă. Ку – шывсене, кÿлĕсене, çăлкуçсене, шыв управĕсене сăнлакан тĕрлĕ тĕслĕ пĕрремĕш издани. Материалсене наукăпа уй-хир экспедицийĕсем вăхăтĕнче пухнă. Автор экологи, шывсемпе усă курас ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрать.
Иван Дубанов – нумай кĕнеке-брошюра авторĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.