24 сентября 2016 г.
Кăçалхи çулла Калининăри çамрăк хĕр пуйăс айне пулса пурнăçран уйрăлни халăхра пăшăрхану туйăмĕ тата чылай ыйту çуратрĕ. Груз турттаракан поезд машинисчĕ рельсăсем тăрăх çын утнине курса сигнал панă, анчах хĕр пăрăнман... Декабрьте Вăрнартах тепĕр синкерлĕ инкек пулнăччĕ. 29-ти арçын килекен пуйăс айне пулнă.
Чукун çул – пысăк тимлĕх ыйтакан вырăн. Пĕлтĕр акă Раççейре вĕсем çинче 3210 çын аманнă, 2165-шĕ – вилмеллех. Чулхула чукун çулĕ çинче аманнă 217 çынран 151-шĕ вилнĕ.
Кăçал 128 çын, вăл шутра 15 ача, тĕрлĕ сурансем илнĕ, 89 çын (7 ача) пурнăçран уйрăлнă. Хамăр республикăра та инкеке лекнисем саккăрăн, пĕр ачан пурнăçĕ татăлнă.
«Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществи чукун çулсем çинче граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе чылай мероприяти ирттерет, ку ĕçе сахал мар укçа хывать. Чулхула чукун çулĕ территорине кăна юлашки икĕ çулта ку тĕлĕшпе 534,94 млн тенкĕ янă. Сасă тата çутă сигнализациллĕ çуран çÿрекенсен каçмисене йĕркеленĕ, хÿмесем тунă. Чăваш енре ку ĕçсене пурнăçласа 50,086 млн тенкĕ тăкакланă.
Çынсен сывлăхне сиен кÿрессине асăрхаттарас тĕлĕшпе мероприятисем ирттереççĕ пулин те асăрханулăх çинчен манас марччĕ.
Уйрăмах çула çитменнисене тимлĕхе ачаранах вĕрентмелле, вĕсем ăçта, кампа çÿренине тĕрĕслесех тăмалла.
Нумай чухне çынсем, ытларах – ачасем, чукун çулсемпе утнă чухне ятарлă уйăрман вырăнта каçнипе е çывхарса килекен поезд умне сиксе тухнипе, е составсем çине хăпарса кайса ток çапнипе суранланаççĕ. Телефонпа калаçни, наушниксем тăхăнни те инкек патне илсе çитерет.
– Çулталăк пуçланнăранпа чукун çул транспорчĕн объекчĕсем çинче ачасем суранланни ÿсни сисчĕвленме хистет. Поезд айне пулнă тата ток çапнă 15 çамрăкран çиччĕшĕ вилнĕ. Ачăрсене чукун çул çинче, ун çывăхĕнчи кĕперсем çинче выляма чарăр. Вакунсем, цистернăсем çине хăпарни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарнине, кунта электричество вăйĕ 27000 В пулнине аса илтерĕр, – асăрхаттарать Чулхула чукун çулĕн ĕç сыхлавĕн тата промышленность хăрушсăрлăхĕн служби.
Светлана ЧИКМЯКОВА.